Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăллă ĕç чуна лăплантарать

05 июня 2013 г.

 "Пирĕн яла пырса кĕрсен, каялла тухма пĕлĕр-и?" - юрлаççĕ пĕр юрăра. Тăван ял кашнинех хаклă çав вăл. Çырма-çатраллă улăх-çаранĕ, шăнкăртатса выртакан шывĕ, лапсăркка йăмраллă кассем, курăк çинче сиккелекен путексем, пахчара çурăлакан чечек çеçкисем кама илĕртмĕç! Ачалăх никам асĕнчен те тухмасть. Çавăнпа вăл ватлăхра хăш-пĕрне çуралнă кĕтесе тавăрать.

Çакă Пăлапуç Нурăсĕнчи Валентина Козлова шăпипе те тỹр килет. Валентина Васильевна 29 çул Астраханьте пурăннă. Шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас енĕпе пĕлỹ илсе тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Сывлăхшăн сиенли те пулнă çав шутра. Вара иртерех тивĕçлĕ канăва тухнă. Çулталăка тăван ене темиçе хутчен те килсе çỹренĕ аякран Козловсем. Каярахра вара чăвашра тĕпленмех шутланă. Ача чухне ỹссе çитĕннĕ урамра пуш çурт та тупăннă. Сăнне çухатма пуçланă хуçалăха мăшăр чылай çĕнетнĕ, шăрпăк курупки евĕр тирпейленĕ, хушма пỹлĕм туса газ кĕртнĕ.

Ачаранпах алă ĕçне кăмăлланă Валентина Васильевна. Аçтăрханта пурăннă чухне те вĕтĕ шăрçапа чылай тĕрĕ тĕрленĕ. Çак ĕçе вара халĕ пуçĕпех кỹлĕннĕ. Ялти культура çуртĕнче ятарлă кружок йĕркеленĕ. Унта ытларах аслă çулхисем çỹреççĕ. Асламăшĕсемпе кукамăшĕсем мăнукĕсем валли тухья ăсталаççĕ. Вĕрентекенĕ вара - В. Козлова.

Алă ĕç ăстин хăйĕн темиçе капăр тум та пур. Вĕсене ăрăва малалла тăсакансене парнелеме ĕмĕтленет. 

-Ĕçре усă курмалли пир татăкĕсем килсенчи асанне арчисенче пурах. Эрешĕсем чăвашăн. Вĕтĕ шăрçасене лавккасенче сутаççĕ. Ỹркенменлĕх çеç кирлĕ. Хĕллехи каçсем вăрăм, вăхăта усăллă ирттерме меллĕ,- тет ăстаçă.

Кружока В. Носкова, И. Алексеева, И. Константинова тата ыттисем те кăмăлтан çỹреççĕ. Çамрăксем хушшинче те çак ĕçпе интересленекенсем пур. Сăмах май çакна та палăртмалла: Козловсен йăха малалла тăсакансем иккĕн çитĕннĕ. Хĕрĕ вĕтĕ шăрçапа тĕрлессине çăмăллăнах алла илнĕ. Пĕр çакăнпа çеç интересленмест хĕрарăм. Фольклор ушкăнне çỹренĕрен сцена çине тухма ятарласа чăваш тумĕ çĕлетнĕ вăл. Саппунĕпе тутăрне хăех тĕрленĕ. Стена çумне çакнă тĕрĕсем, вырăн таврашĕнчи япаласем те алăпа тунăскерсем. Пĕрисем чечек тĕнчине илсе кĕреççĕ, теприсем чĕр-чуна сăнлаççĕ, виççĕмĕшĕсем этем кỹлепине палăртаççĕ. 

-Алă ĕçĕ чуна пусарать. Хуйхă-суйхă аякка каять. Кулянмалли камăн çук пурнăçра. Çавăнпа тĕрĕ ĕçне пăрахасшăн мар,- тет Валентина Васильевна.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика