Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАВАСЛĂ КАНИКУЛ ПУçЛАНАТЬ

01 июня 2013 г.

Учитель çĕнĕ тема ăнлантарнине шыв сыпнă пек ларса итленĕ уроксем, хумхантаракн олимпиадăсемпе конкурссем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Ачасем тахçантанпах кĕтекен хаваслă каникул пуçланчĕ. Пĕрисем сывлăха çирĕплетмелли лагере кайма кăмăл тунă. Теприсем вырăнти ĕçпе кану лагере çỹреме çырăннă. Виççĕмĕшĕсен те тĕллевсĕр мар: ашшĕ-амăшне пулăшса çитĕнекен сухан, севок, çĕр улми, выльăх кăшманĕн анисене çумламалла... Хĕвел çинче хĕртĕнсе пиçĕнме кирек кам та хирĕç мар. Ун хыççăн шыва кĕме мĕнле лайăх!

Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 2012-2013 вĕренỹ çулĕнче 80 ача вĕренчĕ. Вĕсенчен вун пĕрĕшĕ алла аттестат илеççĕ. Пĕрремĕш класа саккăрăн килмелле. Çитĕнекен ăру вара каникула канса та кулса ирттерме ĕмĕтленет. Çулленхи пекех ялсенче пĕрлештернĕ отрядсем йĕркелеме палăртнă. Люляра, Ульяновкăра, Пăлапуç Нурăсĕнче пĕрер, Ишлĕре иккĕ пулĕç. Ачасем хăйсем хушшинче командирсене суйлаççĕ, культурăллă мероприятисем йĕркелекенсене палăртаççĕ. Каять вара ĕç-хĕл малалла. Пĕр-пĕринпе ăмăртсах концертсене хатĕрленеççĕ. Вĕсене урамсенче лартса параççĕ. Ватăсем патне те çỹреме манмаççĕ. Шкул пахчинче çĕр улми, хăяр, ытти çимĕç çитĕнтереççĕ. Ялпа ял хушшинче футболла выляççĕ.

Мĕн тери илĕртỹллĕ вăрман çывăхĕнчи пурнăç! Алă усса ларма пĕр вăхăт та çук кунта. Часах хурăн çырли пиçет. Ир тăракан çерçи тутă пулнă евĕр çерем çийĕ вĕт урасемпе "хуртлансах" каять. Пĕрин хыççăн тепри çулçă айĕнче илĕртỹллĕн ларакан хĕп-хĕрлĕ çимĕçсене ăмăртмалла татать. Пĕр савăта тултарас тесен самаях нушаланмалла. Теприсем вара пĕрре те ỹркенмеççĕ. Вăхăтпа усă курса çырлана сутлăх та татаççĕ. Ефремовсен Александрпа Петр, Мерзловсен Аленăпа Александр, Смирновсен Марийăпа Ирина, Александровсен Алексейпа Линда тата ыттисем те хĕвел ури пусиччен савăчĕсене тултараççĕ. Епле чăтăмлăх кирлĕ çырлана пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарма! Кама çеç курмастăн унта, кампа кăна паллашмастăн. Çармăсран, Малиновкăран, Пăлапуç Пашьелĕнчен, Первомайскинчен... килеççĕ.

Аслисемпе пĕрле утă тума та хутшăнаççĕ ачасем. Вăрман çывăхĕнчи халăх выльăх-чĕрлĕхне ытларах тытать. Вутă хатĕрлекен те пур. Милĕке, кăмпана çỹрекен те сахал мар. Ỹркев ỹкерет, тăрăшакан вара хăйне майлă ĕç яланах тупаять. Аслисен ырă тĕслĕхне мала хурса çитĕнеççĕ çамрăксем те.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика