Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асатте-асанне меслечĕпех

29 мая 2013 г.

Ку чухне, пытарма кирлĕ мар, ял çынни пысăках мар лаптăк çĕре те тракторпа сухалаттарать, актарать. Кирлĕ пулсан, техникăпа усă курсах çум курăкран та им-çам пĕрĕхтерет. Урăхла каласан, пахча çимĕçĕ шăтса тухиччен пахучĕпех укçа тăкаклать темелле. Паян никам та юрласа панипех çĕре кăпкалатса памĕ. Кăна та ăнланмалла: техники хăй мĕн хак тăрать? Топливи тата?

Пăлапуç Нурăсĕнче пурăнакан Л. Бильтяев вара "хурçă утăсене" хăйĕн анкартине кĕртменни çирĕм çул ытла та. Сакăрвун икĕ çулта пыракан шур сухал паян та асатте-асаннесен меслечĕпех сухине те тăвать, курăкне те акать, çĕр улмине те лартать.

-  Суха пуçĕсемпе ут хатĕрĕсене тахçанах ăсталанă. Вĕсем хамран кăшт çеç кĕçĕн-тĕр. Çапах та чăтăмлă-ха. Унсăр пуçне тимĕр ака пуç туянтăмăр. Сывлăх пулсан малашне те ачасемпе çак меслетпех ĕçлесе пурăнасшăн, пахчана йывăр техника кĕртесшĕн мар, - шỹтлерех сăмах хушрĕ мучи.

Çулне кура Ленька тетене "мучи" темелле пек, анчах хăйне пăхсан вара самай вăй-халлă арçын тесе хаклама пулать: сăн-пичĕ те яка, тирпейĕ те пур, çăвар тулли шурă шăл курăнать... Ура тапса ĕçлеме кăмăл çеç кирлĕ. Ăна та тупать Леонид Макарович. Çуллахи-çуркуннехи вăхăтсенче нихăçан та икĕ алла усса çеç лармасть. Вĕлле хурчĕсемпе тăрмашать, пахчасене тирпейлет, чĕлхесĕр янаварне кỹлет те айтурпа ("урапана" çапла калаççĕ) хăрăк-турат пуçтарма вăрмана каять. Газ кĕртменрен кăмакапах усă курать. Унăн вара хырăмĕ аслă, хĕл каçа самаях вутă пĕтет. Ури çине çамрăклах ĕне пуснă çын чылай чухне ĕçлĕхлĕ те перекетлĕ пулать. Çамрăк Леня та 10-11 çулсенчех выльăхсен "чĕлхине" вĕренме пуçланă. Малтан Киряра вăкăрсене, каярахпа амăшĕпе лашасене пăхнă. Ача чухнех конюхра пиçĕхни паян та сисĕнет. "Урхамахсене питĕ юрататăп эпĕ. Унсăр мана паян пурăнма та йывăр. Вăл - шанчăклă юлташ, пулăшакан",-терĕ вăл сăмаха килти лаши çине куçарса.

Пăлапуç Нурăсĕнче кивелнĕ çуртсем те, мăрьерен тĕтĕм тухманнисем те пайтах. Бильтяевсен кил-çурчĕпе хуралтисем те çĕнĕ мар. Çапах та çакна палăртса хăвармалла. Хуçалăхра хĕрарăм алли çук пулин те (мăшăрĕ вилнĕ) ватă çын вучах ăшшине те, кил-тĕрешри тирпее те тытса тăни кăмăллă. Ирçе çынни, çулĕсем шултăраланас енне сулăннă пулсан та, ашшĕ-амăшĕн пилĕпе ку таранччен çурт йĕри-тавра вĕлтĕренпе хыт-хурана ашкăрма паман. Ачисене те çавнах сунать.

- Ватăсем йăран урлă никама та каçма хушман. Çăла сурма та, ăна типме пама та ыйтман. Ку вăл начар паллă. Çавăнпа та нумай пулмасть хамăр çуртпа юнашар вырнаçнă ĕлĕк-авалхи пусса та тасатрăмăр. Хамăр пайташăн, шывĕ кирлĕрен те мар, пурнăç ан татăлтăр, ламран-лама куçтăр,- ăш пиллĕ калаçать мучи.

СĂМАХ МАЙ КАЛАСАН...

Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Пăлапуç Нурăсĕнче паян 103 хуçалăхра 301 çын пурăнать. Вĕсем хушшинче чăваш, вырăс, ирçе халăхĕсем пур. Ялта 49 пушă çурт. 18 çемье лаша усрать. Анчах вĕсенчен пĕри те ун вăйĕпе усă курса Леонид Бильтяев евĕр çĕре суха пуçпе сухаламасть.

А. ЕГОРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика