22 сентября 2012 г.
Уй- уй урлă, улăхлă Ульяновка,
Уй- уй урлă пулсассăн та курассăм килет…
Аякри пĕчĕк ялта кун кунласа каç канлĕхĕпе киленекенсен пурнăçĕпе паллашас, çынсемпе курнăçас, йăли- мешехине ăша хывас тĕллевпе кăçал çеç Ишлĕ ял тăрăхне иккĕмĕш хут çула пуçтарăнма тиврĕ. Малтанхи хутĕнче вăрман витĕр тухса çăтмахри пек вырăнта хăтлăх тупнă Люлясен туслăхĕнчен, харсăрлăхĕнчен тĕлĕннĕччĕ. Хальхинче вара иртнĕ ĕмĕрĕн 30- мĕш çулĕсенче никĕсленнĕ Ульяновкăсен тăванла ăшăлăхне кăмăлтан ăмсантăм. Аллă ытла хуçалăхлă ялта ватти те, вĕтти те пĕр- пĕрне ятран çеç мар, ашшĕ ячĕпе хисеплесе чĕнет. Çакă район центрĕнчен самай аякра пурăнакан тăванăмăрсен культури çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетет.
Хура курак та савăнма пĕлет: «Хура пулсан та чĕппĕм хамăн», - тет
Çула тухсан курнă тулли витре чăнах та ăнăçăва пулчĕ. Ульяновка уй хапхинче тĕл пулнă кăмпаран таврăнакан Санюк аппан сар хĕвел пек ыр кăмăлĕ пирĕн çула уçсах пычĕ. Саккăрмĕш теçеткене кармашакан кинемей килте çеç ларса тăма юратмасть, турăш умне тăрса ирхи кĕлле вуланă хыççăн кил- тĕрешри ĕçсене пурнăçлать те кунтăкне йăтса вăрмана тухса каять. Пĕрре курсах тăванла çывăх йышăннă кинемей пире кĕр мăнтăрĕпе çĕре мăкăртса тухакан малтанхи çимĕçсемпе паллаштарчĕ: ăвăс, хурăн, масла кăмписем, кăрăç, кулĕ кăмпи, мăнтăр кăмпа…
- Пирĕн Ульяновка хавалĕ вăрман пуянлăхĕпе усă курнипе çеç палăрса тăмасть. Ялта кирек мĕнле ĕçе те кар тăрса пурнăçлани кăмăллă…..
«Участока касса çĕр тунă, йăх çумне йăх хушнă…»
Истори докуменчĕсенче Ульяновка ялĕ 1936 çулта пуçланса кайни паллă. Вăрман варрине уйăрса панă 450 гектар çĕр çине никĕс ярса тĕпленме чăн малтанах Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимешĕнчен 17 çемье куçса килнĕ. Ушкăна Захар Николаевич Благовидов ертсе пынă. Каярахпа çĕнĕ вырăнта тĕпленнисем хастара Жданов ячĕллĕ колхоз председателĕ пулма шанаççĕ.
Кÿршĕ тăрăхран участока касса çĕр тума килнисенчен пĕрисем- Яковлевсен йăх- несĕл тымарĕнчи çынсем. Павел Терентьевич ялта хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă. Ěçчен çемье пуçлăхĕ вун пĕр çул ытла ял совет председателĕнче тăрăшнă. Карелипе фин вăрçине хутшăнса аллине çухатнă ветеран çĕнĕ çĕрте пурнăç кĕрлесе кайтăр тесе сахал мар тимленĕ. Ялта пĕр суту- илÿ пункчĕ пулманран хăй лартнă çуртăн хыçалти пайĕнче вăхăтлăха лавкка та уçнă. Ахаль çынна тĕттĕм кĕтесре краççын, шăрпăк тата ытти чи кирлĕ таварсене тупасси чĕр вилĕм вĕт. Халĕ ашшĕ пилленĕ йывăç тымарне унăн ывăлĕн- Валерий Павловичăн çемьи малалла тăсать. Пилĕк ача ашшĕн малашлăхĕ çутă темелле: кĕçĕн ывăлне вăл аслашшĕн çуртне пехиллесшĕн. Сăмах май каласан, ялта нумай ачаллă çемьесем сахал мар: Васильевсем, Петровсем, Терентьевсем… Сиплĕ вăрман сывлăшĕ ратнесене сарăлма пулăшатех.
Пурнăç тума Ульяновка таврашне суйласа илнисем хушшинче Татмăшсем те пур. Вăл вăхăтра хутса ăшăтма вут- шанкă, çурт- йĕр çавăрма йывăç тупма йывăртан Никифоровсем те çак таврашра никĕсленнĕ. Районăн тепĕр кĕтесĕнчех пурăнакансем вăрманлă вырăна ăçтан куç хывнă-ха? Хир енчисем кунта çĕр улмипе вутă улăштарма килсе çÿренĕ- мĕн.
Çак çулхинех Елчĕк районĕнчи Курнавăшран Дмитриевсем, Егоровсем, Павловсем, Аслă Шăхальтен Грибовсем, Вороновсем, Якимовсем, Кудринсем инçе çула çывăхлатса куçса килнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)