Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхе пĕчĕккĕн хăнăхса пыраççĕ

28 июля 2012 г.

Хăнăхнă пулăмран хăтăлса çĕнни çине куçасси нихăçан та çăмăл мар. Ун пек тума вăй-хăват та, чăтăмлăх та кирлĕ. Чи пĕлтерĕшли вара ăнланулăх пысăк шайра пулни. Паянхи кун вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен чи малтан татса памалли ыйтăвĕсенчен пĕри ялсене тирпей-илем кĕртесси. Пирĕн тăрăхра тăватă ял: Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс, Люля, Ульяновка. Пурин патне те асфальт çул пырать. Çакă вара пире чăн малтанах ялсенчи çÿп-çапа техникăпа шанчăклах илсе тухма май парать. Вырăнсенче ăна тĕрлĕрен йĕркеленĕ. Çулталăк ытла ĕнтĕ эпир ку ыйтупа “Полигон” тулли мар яваплă обществăпа килĕшÿ туса ĕçлетпĕр. Уйăхне пĕр хутчен вĕсем кашни яла килсе михĕсене тултарнă ăпăр-тапăра тиесе каяççĕ. Çынсем вĕсене палăртнă вырăна кăларса хураççĕ. Унчченхи евĕр ирĕккĕн сапаласа пăрахакан çук. Пĕр михĕшĕн вăтăр тенкĕ тÿлемелле. Çĕнĕлĕхе тÿрех хăнăхма çăмăлах пулмарĕ. Пытарма кирлĕ мар, çакнашкал йĕркене хирĕçлекенсем те тупăнчĕç. Халĕ вара унчченхи çивĕч ыйту пĕчĕккĕн тирпейленсе пырать темелле. Ялсенче çырма-çатрана, вăрттăнрах вырăнсене çÿп-çаппа варалакансем пур пулин те, тĕпрен илсен халăхăн ăнланулăхĕ ÿсрĕ. Ара, хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ те таса тытни пуриншĕн те кăмăллă çке. Кашни çын хăйĕн ялĕпе, урамĕпе мăнаçлантăр.

Пирĕнпе ĕçлекен общество çавăн пекех администрацине, шкула, садике, магазина та тивĕçтерсе тăрать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика