24 июля 2012 г.
«Асамлă йĕпре»- амăшĕпе хĕрĕн ĕçĕсем.
Республикăри Халăх пултарулăхĕн çурчĕн «6х7» галерейинче тĕрĕ ăстин Раиса Ильинан тата унăн хĕрĕн Ольгăн «Асамлă йĕп» куравĕ уçăлнă. Унта Чăваш Енри художниксем хутшăннă.
Республикăри Халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорен çумĕ Тамара Шамсеева выставкăна уăçнă май Ильинасен çемьине «6х7» галерейăн ĕç- хĕлне хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе чысланă.
Патăрьел районĕнчи Люля поселокенчи пултаруллă алă ăстисем курава 60 ĕç тăратнă. Кунта- тĕрленĕ пейзажсем, натюрмортсем, минтер пичĕсемпе вырăн таврашĕ, вĕтĕ шăрçапа капăрлатнă кĕпесемпе кофтăсем, сумкăсемпе портмоне. Раиса Ильина амăшĕпе кукамăшне кура пĕчĕкренех тĕрлеме, çыхма вĕреннĕ. Çак ăсталăха вăл хĕрне те хăнăхтарнă. Оля та тĕрлет, вĕтĕ шăçаран тĕрлĕ япала ăсталать. Раисăпа Ольга Ильинасен ĕçĕсемпе çурла уйăхĕн 17- мĕшĕччен паллашма май пур.
Источник: "Хыпар"