Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАЙРĕç ХĕРСЕМ ВĂРМАНА

07 июля 2012 г.

ПУРАК ЙĂТСА çЫРЛАНА...

Ирхи хĕвелпех тухаççĕ ачасем уçланкăна. Пысăкрах савăчĕсене сукмак хĕррине

лартаççĕ, пĕчĕкреххисене алла тытаççĕ.

Мăй çаккипе усă куракансем те пур. Ун пек чухне икĕ алă та ĕçлет-çке. Юрла-юрла, шÿтле-шÿтле татаççĕ вара илĕртмĕш

хĕп-хĕрлĕ хурăн çырлине.

Ишлĕ ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистра ĕçлекен Г. Анисимова канмалли кунсенче ачисемпе çырлана хăй те утать. Саккăрмĕшпе çиччĕмĕш классенчи Иринăпа Настя тăваттăри Милена йăмăкне сахал мар çитерчĕç кăçал çырлине. Хĕр пĕрчисем çак çимĕçе пасара илсе тухма та ÿркенмеççĕ. Кĕнеке-тетрадь туянмалăх хăйсем кăштах укçа пухасшăн вĕсем. Анчах çул укçи хаклăрах-çав.

Александра Федотовапа Валентина хĕрĕ, Валентина Родионовапа Дима ывăлĕ, Галина Ефремовапа Сашăпа Петя та юлмаççĕ çырларан. Зося Артемьева Дашăпа Машăна ертсе тухать. Светлана Едифинован хĕрĕсем те харсăр. Ĕçченсене чăтма çук шăрăхĕ, шăна-пăванĕ те хăратмасть. Çу каçиччен хатĕрленĕ çимĕç кайран та мĕне тăрать.

Ĕçлеме ÿркенмест çи-тĕнекен ăру. Анчах ĕçĕ тивĕçмест. Хăйсене тыткаламалăх укçа-тенкĕ тума нихăшĕ те хирĕç пулмĕ. Çав шухăшĕ пуçра пулнăранах Ишлĕсем тутлă ыйхине татса çырлана утаççĕ. Пĕри пиçсе пĕтнĕ çĕре тепри ĕлкĕрет. Хурăн çырли хыççăн вĕсем хура çырлана ÿкеççĕ. Унтан хăмла çырли хăй патне чĕнет, кăмпа тухать. Сиплĕ чей, эмел курăкĕсем хатĕрлеме, милĕк татма та ÿркенмеççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика