Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Несĕлсенчен юлнă вырăнсем

21 декабря 2011 г.

Райхаçатăн октябрĕн 22-мĕшĕнче тухнă номерĕнче “Районăн çичĕ тĕлĕнтермĕшне” палăртакан статьясен ярăмне пичетлеме тытăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Сăвăрсен заповедникĕ тата Тикеш хулашĕ çинчен çырнă материалсене питĕ интересленсе вуласа тухрăм. Вĕсем чăннипех районăн ылтăн çÿпçине кĕме тивĕçлĕ. Пирĕн таврара та паллă вырăнсем сахал мар. Чăн та, “тĕлĕнтермĕш” шайнех лартма йывăр-тăр. Çапах вулакансемшĕн интереслĕ пуласса шанатăп.

1636 çулччен Шетмĕ (Ишлĕ) ялĕ килсе вырнаçнă вырăнти Пăла тăрăхĕнчи вăрмансенче пуç чикме çук чăтлăхсем пулнă. Унта темиçе çĕр çулхи юмансем, хурама йывăçсем мăнаçлăн пĕлĕтелле кармашса ÿснĕ. Варринче – пĕртен-пĕр уçланкă. Шăпах çакна кăмăлланă та Красноармейски тăрăхĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ятлă юханшыв çумĕнче пурăнакан çынсем. Вĕсем кунта патшалăхăн вăрман фондĕнчен вăхăтлăха (1602 çултах) тырă акса ÿстерме ирĕк ыйтса илнĕ. Вăрмантан Пăла шывĕ еннелле çурхи шывсене юхма темиçе тип çырма пулнă. Çаксен малтанхи вăхăтра ячĕсем пулман. Чи малтанах ăна “Хăмăшла çырми” ят панă. Кун пек теме майĕ те пур. Çак çырмапа юнашарах кÿлĕ пулнă. Хушшинче çăра хăмăшлăх сарăлса выртнă. Çапла вара çак çырма Хăмăшла ята тивĕçнĕ. Ытти çырмасене илес пулсан та çакнах каламалла. “Мăн çирĕклĕ çырми”: çыранĕсенче мăнă çирĕксем ÿснĕ.“Мăн тÿпе çырми”. Ку çырман çыранне хăпарсан тÿпене курма пулнă. Татах та хĕвел анăçнелле кайсан, сĕм вăрманта – тарăн çыранлă çырмасем. Çавăнпа та ку çырмасене “тарăн вар çырмисем” тенĕ. Малтанхи вăхăтра çак çырмасен таврашне çынсем килсе çÿреме хăранă. Мĕншĕн тесен унта тĕрлĕрен тискер чĕрчунсем – упасем, кашкăрсем, çÿлевĕçсем ĕрченĕ. Каярах çеç пĕрремĕш Петĕр патшара ларнă вăхăтра кунти Тарăнвар çырми таврашĕнче ÿсекен патвар юмансене лашмансем (ĕлĕк ĕçри хĕсметре тăракан салтаксем) килсе чи çирĕпписене суйласа каснă, Сăра çити сĕтĕрсе кайнă. Çакна пĕтĕмпех лаша вăйĕпе тунă. Юмана пĕрремĕш турачĕ таран татса илнĕ. Юлашкисем вĕлтĕрен ăшĕнче выртнине эпĕ те астăватăп. Лашмансем Пăла шывĕ урлă кĕпер те тунă пулнă. Вăл вырăн халĕ те “Лашман кĕперĕ” ячĕпе упранать.

Вăрман пирки илсен, çакăн пек пулăма ваттисем каланине халĕ те астăватăп. Малтан вăрман пĕтĕмпех патшалăх аллинче пулнă. Каярах йĕрке улшăннă-тăр – Шетмĕ ялĕнчен çурçĕр енчи вăрмана Заказной вăрман теççĕ. Кунта йывăçсене заказпа çеç кастарнă, теççĕ. Ялăн кăнтăр енчи вăрмана “удельный вăрман” тенĕ. Çак икĕ вăрманти кварталĕсем лаптăкĕпе уйрăм. Удельнăй вăрманне икĕ пая уйăрса просексем касса тухнă. Ячĕсем ăна уçакансен ячĕпе паянхи кун та хисепленсе тăрççĕ. Тĕслĕхрен, Лява прачакĕ. Ăна Ишлĕре пурăнакан Лява таврашĕсем уçнă. Тепри – Дедушка прачакĕ. Кăна уçнă çĕрте ватă вырăс (ĕçлекенсене) ертсе пынă. Тепĕр прачак – “Арман прачакĕ”. Ку ялти арман тĕлне тухнипе çак ята тивĕçнĕ. Тата уйри хăш-пĕр вырăнсем – Ятман, Атраç, Мартин хăртни. Ку вырăнсем çын ячĕсемпе хисепленсе тăраççĕ. Вĕсене Юхма Мишшин “Чăвашсен авалхи ячĕсем” кĕнекинче тупса вулама пулать. Тата – Исевет çулĕ, Çилĕм çулĕ. Исевет çулĕ те çын ячĕпе çыхăннă. “Çилĕм çулĕ”. Ку çулпа ĕлĕк кунта куçса килнĕ. Чăвашсем хăйсен тăрăхне, Красноармейски тăрăхне çÿренĕ.

Çак çулсен пĕлтерĕшĕ вăхăт иртнĕçемĕн çухалса пырать. Çапах та кĕнекене çырăнман каларăшсем ламран-лама куçса пырса ватăсенчен çамрăксем валли пуянлăх пулса юлаççĕ.

Малалла кăштах киреметсем пирки асăнса хăварсан вырăнлă пулмалла. Шетмĕпе Ишлĕ уйрăм ялсем, пĕр-пĕриншĕн пачах та ют пулнă. Ку ялсем 1950 çултанпа пĕр колхоза пĕрлешсе тăванлашса юлнă. Авалтарах кашни ялăн киремечĕсем пулнă. Шетмĕре пурăнакансен – “Хурчка çырминче” пулнă, Ишлĕсен тип Шетмĕ çырминче хурăн йăрăхĕ текен вырăнта пулнă. Пурнăçра ăнăçман е инкек-синкек пулсан, çак киремет вырăнĕсене килсе чÿкленĕ, парне кÿнĕ.

Тип Шетмĕ çырминчех тата вун икĕ ял масарĕ текен вырăн пур. Пĕр çулхине кунта Шупашкартан Чăваш Патшалăх университетĕнчен Каховский ăсчах ертсе пыракан археологсен ушкăнĕ килсе чавса тĕрлĕрен кăсăклă япаласем тупрĕ. Халĕ Шупашкарта музейра упранаççĕ.

Унсăр пуçне 1957 çулта Ишлĕре кирпĕч завочĕ тусан, тăм кăларакан карьертан çын пуçĕн шăммисене тупнă. Халăхсем хушшинчи каларăша ĕненсен, кунта Пугачев хăйĕн сурана пула вилнĕ салтакĕсене пытарса хăварнă имĕш.

Çакăн пек асăмăрта юлнă паллă вырăнсем çинчен чылай çырса кăтартма пулать. Сăмахран, Калкаш ĕшни. Кунта Калкашев хушаматлă лесник пулса ĕçленĕ, яланах утă çулнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика