Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма хуçалăх пурнăçа сыпăнтарать

12 ноября 2011 г.

Ишлĕ ял поселенийĕнче килти хуçалăхсенче темиçе çул ĕнтĕ мăйракаллă шултра выльăхсен шутне пĕр шайра тытса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс, Ульяновка, Люля ялĕсенче пурăнакансем 250а яхăн ĕне усраççĕ.

Вăрман тăрăхĕн ĕçченĕсем сĕт туса илессипе уйрăмах хастар ĕçлеççĕ. Вăл килте юр-вар хатĕрлеме кăна мар, сутмалăх та юлать. Иртнĕ çул шăрăх çанталăка пăхмасăрах хушма хуçалăхран 600 тонна ытла продукци пуçтарнă. Ял пуçлăхĕ Л. Юркина пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çул тата тухăçлăрах пулмалла. Мĕншĕн тесен, ял халăхĕ арендăна илнĕ çĕр пайĕсем çинчен пайтах утă туса типĕтнĕ. Республика Президенчĕ выльăхсен шутне тата продукци туса илессине чакарас мар тĕллевпе кăларнă Указ та ялта пурăнакансене йывăрлăхра алă тăсса паниех. Унпа килĕшÿллĕн хушма хуçалăхра сăвăнакан ĕне тытакансем выльăх апачĕ туянма икĕ хутчен те патшалăхран укçа (тăкаксене саплаштаракан сумма (компенсаци) илнĕ: малтанхинче 1100шер, иккĕмĕшĕнче 1660шар тенкĕ.

Вунă уйăхра виçĕ ялта (Люлясемсĕр пуçне) 560 тонна сĕт пуçтарнă. Ял халăхне çăмăллăх кÿрекенсем – районти потребкоопераци тата предпринимательсем. Халĕ кил хуçалăхĕнче пысăк выльăх тытакансем продукцие пĕр ли-трне 10 тенкĕпе сутаççĕ. Çулталăкне унăн хакĕ темиçе хутчен те улшăнать: чакать те, ÿсет те. Кирек мĕнле пулсан та, ял халăхĕ паян выльăх-чĕрлĕх усрама май пуррипе кăмăллă. Тĕрĕссипе, чĕлхесĕр янаварсемех вĕсене тумланма, апатланма, çурт-йĕре çĕнетме пулăшаççĕ. Çакна шута илсех хăшĕ-пĕрисем ăна 2-3 чун та тытаççĕ. Сăмахран Ишлĕри Ю. Краснова, М. Анисимов, Пăлапуç Нурăсĕнчи Ю. Иванов, П. Андреев, Р. Гладкова, Ульяновкăри О. Никифорова уйăхсерен сĕт сутса çеç вунă пинрен кая мар тупăш тăваççĕ. Ишлĕри М. Краснов вара унсăр пуçне хăйĕн çемйипе йышлă вăкăр самăртать, çитĕнсе çитсен – сутать.

– Пирĕн тăрăхра ял хуçалăх предприятийĕ ахрат çырмине чăмни тах-çанах ĕнтĕ. Вырăнти халăх ĕçсĕрлĕхе тĕрлĕрен меслетсемпе улăштарать. Вĕсенчен чи тухăçли – килти хуçалăхра тĕрлĕрен выльăх усраса пурнăçа сыпăнтарса пыни. Çавăнпа пирĕн тăрăхра патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курса банксенчен кивçен укçа илекенсем те йышлă, – тет ял пуçлăхĕ Л. Юркина вырăнти çĕр ĕçченĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика