Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур хĕрарăм

15 октября 2011 г.

Нумай пулмасть тĕп хуламăрти васкавлă пулăшу паракан больницăра сипленме тиврĕ. Кунта кунне икĕ-виçĕ хутчен хаçат-журнал салатакансем килсе каяççĕ, чирлисене тин çеç пичетленсе тухнă изданисене сĕнеççĕ. Акă, пĕр ку-нĕнче эпĕ те “Хыпар” илтĕм те вулама пикентĕм. Куç тĕлне тÿрех “Шăпăр-шăпăр çăвать çурхи çумăр” тĕрленчĕк лекрĕ, чунăма тыткăнларĕ. Авторĕ хамăр енчи çынах – Нина Мазякова– пулчĕ. Сăкăтра пурăнакан пултаруллă та маттур, йывăрлăхсене парăнман Елизавета Казачкова пирки туллин, такама та кăсăклантармалла çырнă. Нина Васильевна, статьяна çыраканĕ, хăй те питĕ кăмăллă çын. Вăл та Сăкăт хĕрĕ. Н.Мазякова районти тĕп библиотекăра директор çумĕ пулса вăй хурать. Çак системăра вăл 30 çула яхăн тăрăшать, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Нина Васильевна районти культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ, “Мехел” литература клубĕн ертÿçи. Библиотекăра куравсем йĕркеленĕ çĕрте те ăна курма пулать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсемпе тĕл пулусем йĕркелет, ертсе пырать. Йывăрлăха лекнĕ çынсене те алă тăсса парать, сĕнÿсемпе пулăшать.

Нина Васильевна килĕнче те маттур та вашават. Вĕсем Володя мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕ халь хăй çемьеллĕ, ывăлĕ Санкт–Петербургра аслă пĕлÿ илет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика