Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Люля çыннисем–вăрман халăхĕ

24 августа 2011 г.

Люляра çурлан 20-мĕшĕнче пĕрремĕш хут Ял уявĕ иртнĕ. Унта поселокра пурăнакансем, çакăнта çуралса ÿснĕ, халь тĕрлĕ вырăнта тĕпленнисем те çитнĕ. Çавăн пекех инçетре вырнаçнă ял çыннисене уявпа саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов та килнĕ. Районти культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем, Ишлĕ ял поселенийĕнчи художество пултарулăх коллективĕсем концерт кăтартнă. Ялти активистсем, сумлă ватăсем Тав çырăвĕсемпе хаклă парнесем илме тивĕçнĕ. Люля районăн чи инçе кĕтесĕнче тата чи хитре вырăнта – йĕри-тавра вăрман – вырнаçнă. Юлашки çулсенче кунта пурăнакансен пурнăç условисене лайăхлатас тĕллевпе патшалăх программисемпе усă курса чылай ĕç тунă. Клуб, куллен кирлĕ таварсен лавкки пур, автобус çÿрет. Ачасене шкула турттарассине йĕркеленĕ . Çавна валли 13 çухрăм тăршшĕ çул сарнă. Поселок инфраструктурине аталантарассишĕн 120 миллион тенкĕ ĕçе кĕртнĕ, ку вăл çакăнта пурăнакан пĕр çын пуçне икĕ миллион тенкĕ тивет.

Кашни çыншăн пурнăçра чи хакли вăл – çуралнă вырăн, кĕтес. Çакăнта пĕрремĕш утăмсем, çĕнтерÿсем тăватăн, йывăр самантра та кунта сана кĕтеççĕ, пулăшма алă тăсса параççĕ. Çавăнпах пуль юлашки çулсенче Ял уявĕ вăй илсе пырать, пурте ăна чыслăн ирттерсе ярассишĕн хатĕрленеççĕ. Аякра пурăнакансем инçе çула кĕскетсе тăван тăрăха васкаççĕ.

Пĕрремĕш хут Люля (юхан шыв) пирки, историксен тĕпчевĕсем тăрăх, 1773–1775 çулсенче Е.Пугачев ертсе пынă Хресченсен восстанийĕпе çыхăннă документсенче тĕл пулать. Вăл вăхăтра Улатăрпа Пăвана çыхăнтаракан çул шăпах Патăрьелпе Люля витĕр иртнĕ, çавна май поселок лайăх аталанса пынă. 1770 çулсенче кунта çулталăкра 300 пин витре ытла эрех хатĕрлекен хĕрлĕ эрех завочĕ пулнă. Сăран тир завочĕ, хăма çуракан икĕ завод ĕçленĕ. Анчах та Люляра пурăнакансем кунта ăçтан килсе вырнаçни паян та паллă мар. Чĕмпĕр кĕперни ирттернĕ çырав тăрăх 1911 çулта 32 хуçалăхра 210 çын пурăнни паллă.

1917–1921 çулсенче Люля Пăва, Çĕрпÿ, Патăрьел уесчĕсен Турхан вулăсне кĕнĕ. 1960–2006 çулсенче Первомайски ял совечĕ çинче тăнă, халь Ишлĕ ял поселенийĕнче шутра тăрать. 1930 çулсенче Люляра, И.Кузнецов профессор кăтартăвĕсем тăрăх, “Путь Ленина” колхоз та йĕркеленĕ. Кайран вăл Первомайскинчи “Рассвет” колхозпа пĕрлешнĕ.

Люля ялĕ пысăк мар пулсан та кунта ĕçпе хисепе тухнисем чылай: Н.Дубинин педагог,трактор бригадин бригадирĕ, колхоз ертÿçи Игнатьев, П.Ключников вăрçă ветеранĕ... А.Николаев летчик-космонавтăн тетĕшĕ – Петр Григорьевич– шăллĕ тĕнче уçлăхне парăнтарнă чухне шăпах кунта вăй хунă иккен. Ялта нумай çул пурăнакансем те сахал мар: П.Ключников, И.Дубинина, П.Соскова 90-а çывхараççĕ.

Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр çемьери пек пурăнаççĕ Люляра.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика