12 августа 2011 г.
Анастасия Прокопьева: «Тар тăкмасăр медаль илеймĕн»
Анастасия Прокопьева çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Хĕр кăçал Республика чемпионатĕнче, федерацин Атăлçи округĕн тупăшăвĕнче, Челябинскра иртнĕ Раççей ăмăртăвĕнче ылтăн медальсене тивĕçнĕ.
Вун пĕрмĕш класа вĕренме куçнăскер Патăрьел районĕнчи Ишлĕ Шетмĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пике çуралнă тăрăхне çитессе тăванĕсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен çывăх çыннипе тĕл пулса шăкăл-шăкăл калаçса лармашкăн вĕсен май çукпа пĕрех. Настя олимп резервĕсен Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕнче вĕреннĕрен яла тăтăшах çÿреймест. Çулла та хĕвел çинче пиçĕхсе выртма вăхăт çук унăн- ăсталăхне туптамалла.
«Çамрăксен хаçачĕ» 12.08.2011 ç.
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"