Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйне хисеплекен хĕрарăмăн- вăл пур.

21 мая 2011 г.

Хăйне хисеплекен хĕрарăмăн- вăл пур.

Чăнах та, мĕн пур-ши? Ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе тĕп хуламăртан 180 çухрăмра – вăрманлă тăрăхра вырнаçнă Пăлапуç Нурăс, Ульяновка, Ишлĕ Шетмĕ, Люля ялĕсене çитсе килĕпĕр. Тĕрлĕ наци çынни- чăваш, вырăс, ирçе пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ кунта. Вĕсем пурте хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Сăмахран,Люляна пырса кĕрсенех: «Кунта вырăссем тĕпленнĕ»,- теме пулать. Мĕншĕн тесен вĕсен çурчĕ- хуралти чăвашсеннипе танлаштарсан кăшт урăхларах. Вырăссем хăйсен йăли-йĕркине, чĕлхине, культурине упрама тăрăшаççĕ. Маларах Пăлапуç Нурăсра ытларах ирçесем пурăннă. Анчах юлашки вăхăтра кунта ирçе чĕлхи манăçса пырать. Ирçесем чăвашла пуплеççĕ. Асăннă ялта ирçелле калаçакан чи çамрăк çын- 1967 çулта çуралнăскер. Унран çамрăкраххисем ирçелле пĕлмеççĕ.

Вăрманти ял – чăваш культурин, йăли- йĕркин управĕ. Аваллăх сĕмĕ палăрать кунта.

Ишлĕ Шетмĕре ытларах- йывăç çурт. Кашни кил картишĕнче е умĕнче – «тăрна» пусă.

Çулерех асăннă ялсенчи чăвашсем çĕр çинче вăй хураççĕ: тыр- пул, пахча çимĕç ÿстереççĕ, выльăх- чĕрлĕх йышлă усраççĕ,пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ,сунара çÿреççĕ. Вăрмана çырла, кăмпа, мăйăр татма, милĕк хатĕрлеме, сиплĕ курăк пухма каяççĕ. Çав вăхăтрах сыр та тăваççĕ,уйран та уçлаççĕ.Вăрман енчи чăваш хĕрарăмĕсем шăрттан тăвассине те, хуплу пĕçерессине те манăçа кăларман. Питравра кашниех хура çырла кукăлĕ янтăлать. Сивĕ хĕл кунĕ валли кăмпа типĕтме манмасть. Ку енчи хĕрарăм харăсах çичĕ тĕрлĕ ĕç тума пултарать. Унтан та ытла – чăвашлăха упрассишĕн çунаççĕ вĕсем. Икшер- виçшер чăваш кĕпи çĕлеççĕ, тĕрĕ тĕрлеççĕ. «Хăйне хисеплекен кашни чăваш хĕрарăмĕн чăваш кĕпи, саппунĕ пур. Пăлапуç Нурăсра пурăнакан чăваша качча тухнă ирçе хĕрарăмĕ пиртен юлас темерĕ: чăваш тумне çĕлеттерчĕ», пĕлтереççĕ Ишлĕ Шетмĕ хĕрарăмĕсем. Ку енĕпе Ульяновкăра пурăнакансем уйрăмах маттур-мĕн. Вĕсем хушпу-тухья, тевет-шÿлкеме ăсталаççĕ.

 Чăваш юрри-кĕввине упрас тĕллевпе Пăлапуç Нурăсри культура çурчĕ çумĕнче «Пилеш» фольклор ушкăнне йĕркеленĕ. Вĕрентекенсен пуçарăвĕпе Ишлĕ Шетмĕри тулли мар вăтам шкулта тавра пĕлÿ музейĕ йĕркеленĕ. Унта ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсемпе,  савăт-сапапа., чăваш тумĕпе, авалхи сăн укерчĕксемпе, ку тăрăхри паллă çынсемпе паллашма пулать. Пĕлÿ çуртĕнче тата ялти икĕ ушкăнлă ача садĕнчи шăпăрлансене чăваш юррисене вĕрентеççĕ.       

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика