16 мая 2011 г.
Маттур эсир, Смирновсем !
14.05.2011
«Авангард» (газета Батыревского района)
М. Зейнетдинов
Çĕр çине никам та чемпион пулса çуралмасть. Спортри ăсталăха мĕн ачаран туптаса пырсан çеç пысăк çитĕнÿ тума пулать.Çакна валли вара чăн малтанах пысăк чăтăмлăх, тренировкăсенче ырми-канми тăрăшни кирлĕ.
Люляра пурăнакан Елена Анатольевна Смирнова - пилĕк ача амăшĕ. Ачисем пурте мĕн пĕчĕкренех ирĕклĕ майпа кĕрешессипе хăнăхса ÿсеççĕ. Ишлĕри вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Алексей кăçал район чемпионĕ пулчĕ. Республикăри ăмăртусене хутшăнса та çитĕнÿ тăвать. Нумай пулмасть вăл Ксения йăмăкĕпе (6 класра вĕренет) Красноармейскинче иртнĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Ксения иккĕмĕш класрах кавир çине тухнă, тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса палăрнă. 2008 çулта вăл Пенза хулинче иртнĕ Раççейри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕнче пысăк çитĕнÿ турĕ, иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекен Ирина йăмăкĕ те кăçалхи республика турнирĕсенче икĕ хутчен çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Мария йăмăкĕн пуçламăш çитĕнĕвĕ те савăнтарать. Тутар Республикинчи ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăннă пулин те иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.
Амăшĕн ачисен савăнăçĕпе, спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнмалăх пур. Ку вара тренерсемпе физкультура учителĕсемсĕр пуçне унăн тивлечĕ те. Пепкисене вăл мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарса устерет.
Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского района