Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ик куç тулли вăрман илемне ытараймаççĕ Люлясем

12 августа 2009 г.

«Сĕм вăрман кашлать-и е лăпкăн хумханать-и – кирек хăçан та кунтах чун канать пирĕн», – теççĕ Люляра тĕпленнĕскерсем. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ 23 çуртран тĕтĕм кăларакансем. Ыттисенче – пушă. Çын алли пырса тĕкĕнменрен пахчасене хыт хура пуснă. Çуртсем тĕршĕнсе пыраççĕ. Ашшĕ-амăш вилнĕ пулсан та никама та сутма шутламаççĕ ăрăва малалла тăсакансем. Çулла отпуск вăхăтне ялта ирттерекенсем пур. Ял е хула ачине уйăрма та çук. Вырăсла шăкăлтатса калаçаççĕ. Хулара ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленекенсем çăтмах кĕтесе таврăнма шухăш тытнисем пур. Çуралнă вырăн, çарран чупнă çерем, кăмпа-çырла уçланкисем асран тухмаççех çав. Сывлăшĕ тата. Таса. Кăкăр тулли сывла та сывла. Экологи тĕлĕшĕнчен паха апат-çимĕç çиеççĕ. Пахча çимĕçе гербицидпа сапмаççĕ. Нăрăран хăтăлайманни çеç пăшăрхантарать.

Пĕр сывлăшпа çеç тутă пулаймастăн, ахлатмалли те пур поселокра пурăнакансен. Ватăлса пырать кунти халăх. 80 çултан иртнисем те кил сиктерсе. И. Дубинина, П. Соскова, Зойăпа Петр Ключниковсем... Çулĕ хушăннăçем сывлăхĕ хавшаса пырать. Ялта пĕр медицина ĕçченĕ те çук. Вилме выртас умĕн «Васкавлă пулăшу» машинине чĕнме пулать-ха. Анчах пуç, вар-хырăм, чĕре ыратасси те пулать-çке. Мĕнле эмел ĕçмелле; Кампа канашламалла. Укол тутарма та шур халатлă çын çук. Пурччĕ пĕр медсестра, теççĕ. Тÿлевĕ сахаллипе ĕçлеме пăрахнă, имĕш. Пăшăрхантаракан ыйту хуравне тивĕçлĕ татса пама мехел çитереймен-ши ĕнтĕ больница администрацийĕ;

Районта асфальт çул çитмен ял çук. Люля та çутта тухнă ку енĕпе. Газа вара баллонпа илсе пырса параççĕ. Вăрман варринче пурăнакансене вутă хатĕрлесси йывăрлăх кÿмест.

Тăп-тăпăлкка, шăнкăрч йăви евĕр лавкка пур. Куллен кирлĕ таварсемпе Патăрьел райповĕн Первомайскинчи суту-илÿ филиалĕ тивĕçтерсе тăрать. Çăкăртан пуçласа шăрпăк таранчченех сутаççĕ унта. Ял варринчи клуб та илĕртÿллĕ.

Эх, вăхăтĕнче кĕр кĕрлесе тăнă-çке Люля. Кĕленче тăвакан завод, вăрман хуçалăхĕн продукцине тирпейлекен цех пулнă. Поселока айккинчи ялсенчен мĕн чухлĕн ĕçлеме çÿренĕ. Халĕ те лараççĕ хваттере янă çуртсем. «Бараксем» теççĕ вĕсене. Поселокра вăхăтĕнче тăхăр класс таранччен вĕренмелли шкул пулнă. Халĕ вара кăçал Ишле тухакансем те çиччĕн çеç. Ырлăх-ха вĕсемшĕн куллен шкул автобусĕ турттарать.

Кирек хăш ыйтупа та Ф. Смирнов патне пыраççĕ. Федор Михайлович ял старости шутланать. Ишлĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Юркина та пурнăç пăрнăçĕсене ун урлă пĕлме тăрăшса пулăшу памалли майсене шырать.

Смирновсем çемйипех тĕпленнĕ поселокра. Анна Васильевнăпа виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Кĕçĕнни тĕпре пурăнать. Асли юнашар çурта уйрăлса тухнă. Ăрăва малалла тăсаканскерсем саккăра çитнĕ.

– Тивĕçлĕ канура пулсан та кун каçиччен кăштăртатмалăх ĕç тупатпăр. 500 мăшăр милĕк çыхрăмăр. Туянакансем пур. Килсех илеççĕ. Ĕне, пăру, сысна, чăх-чĕп картиш тулли, – калаçать А. Смирнова.

Ялта 15 ĕне. А. Яхваринпа А. Смирнов хуçалăхĕсенче лаша пур. Çĕр çинче ĕçлесе тупăш куракан йышлах мар. Çитĕнтернĕ продукцие пырса туянакан çукрах. 30 сотăй пахча тытакансем те çĕр улмипе курăк çеç çитĕнтереççĕ.

Ялта туй кĕрлеменни 8 çул, 2007 çулта Илюша çуралнă. Унтанпа йыш хушăнман.

Пурнăçĕ пурăнма хăй вĕрентсе пырать кунта. Утакан-чупакан ахаль лармасть. Сутлăх çырла татаççĕ. Нумай çул лесничествăра ĕçленĕ Р. Терентьев чага кăмпи пуçтарма ÿркенмест. Ăна лавккарах йышăнаççĕ. Çак ĕçе П. Смирновпа С. Борисов вĕренекенсем те явăçнă.

Район центрĕнчен аякрах вырнаçнă çав ĕнтĕ поселок. Маршрутлă автобус çÿремест, уйăхра икĕ хут çÿретсен те тем пекехчĕ теççĕ Люлясем. Кирлĕ чухне такси чĕнет халăх. Тÿлевĕ сахал мар пулсан та.

Çапах та вăрман илемне ытараймасăр малаллах талпăнать кунти халăх.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика