Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирçе хĕрĕ çамрăксен театрĕнче вылять

11 июля 2009 г.

Ольга Почалгина çут тĕнчене артист пулма килни пирки иккĕленме кирлĕ мар. Ĕçлеме тытăнни кĕçех вун виçĕ çул çитет, çак тапхăрта вăл хĕрĕхе яхăн пысăк роль калăпланă.

Сап-сарă çÿçлĕ, кăн-кăвак куçлă, ырă, çав тери ачаш чунлă артистка хăй патне ăшăлăхпа туртать. Унăн куллине итлес, калаçăвне тăнлас килет.

Пăлапуç Нурăс хĕрĕ вăтам шкул хыççăн Санкт-Петербургри театр академийĕнче вĕренет. Алла документ илсен Çĕнĕ Шупашкарти сăнав театрĕнче ĕçлет. 1996 çултанпа вара – Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче. 1997 çулта вăл «Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан» ята илме тивĕç пулнă. («Кÿршĕ хĕрĕ» спектакльти Дина ролĕшĕн). Малтанхи çулсенче вăл вылянă паллăрах рольсене аса илер-ха. «Мăнкун умĕн» – Соня, «Ваня кукка» – Соня. Оля чăвашла спектакльсенче кăна мар, вырăслисенче те ăнăçлă вылять.

Юлашки тапхăрта «Нарспи» мюзиклта Нарспи рольне, А. Чеховăн «Вишневый сад» пьесинчи Варя, Н. Островскин «Аслати» спектаклĕнчи Варвара, Н. Терентьевăн «Çĕпĕр» дивизийĕнчи Ульха тата ытти сăнар урлă пĕлме тивĕç. Кăçалхи «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн Ольга Почалгина – «Чи лайăх хĕрарăм» рольне калăплакан. Çак сумлă ята вăл Зоя Долгова пьеси тăрăх лартнă «Тăм тивнĕ чечексем» спектакльти роле калăпланăшăн илнĕ. Нумаях пулмасть вара Ольга Михайловна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.

Çемьеллĕ Ольга. Мăшăрĕпе ывăл çитĕнтерет. Владимир Юрьевич сасă режиссерĕ пулса ĕçлет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика