Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛ– ял малашлăхĕ

08 октября 2008 г.

Пытарма кирлĕ мар ĕнтĕ, юлашки çулсенче ялсенче ача çуратакансен шучĕ палăрмаллах чакать. Çавна май пуçламăш классене вĕренме пыракансен йышĕ те чакса пырать. Хăш-пĕринче пĕрремĕш-тăваттăмĕш классенче пĕчченшерĕн... вĕренекенсем пур. Ку енĕпе районăн хĕвел анăç енчи чикĕри ялĕсенче мĕнлерех лару-тăру-ши; Ыйту хуравне тупас тĕллевпе Ишлĕре пултăмăр. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 104 ача вĕренет. Пĕлÿ илме 4 ялтан çÿреççĕ. Люляран 6 ача килет. Ирпе вĕсене шкул автобусĕ кайса илет. Уроксем хыççăн леçсе ярать.

Маларахри çулсенче çак савăнăç тивĕçеймен. Шкулта вĕренекенсем кунти интернатра пурăннă. Халĕ ырлăхра ĕнтĕ. Çакна тăххăрмĕш класа çÿрекен Г.Яхварина та пытармасть. “Юлашки çулсенче ман пата телей çитрех ку енĕпе”, – тет вăл.

Ульяновкăри – 21, Пăлапуç Нурăсĕнчи 29 ачана та шкула автобус турттарать. Аякран пĕлÿ илме çÿрекенсене кирлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ шкулта. Ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе кунне виçĕ хутчен апат çитерессине йĕркеленĕ. Кăнтăрлахине пурте çиеççĕ. Ирхине 12 ача, каç кÿлĕмрех 39 апатланаççĕ. Тÿлевĕ уйрăмрах, паллах. Менюна тĕрлĕ салат кĕртеççĕ. Блюдăсене какайран, пулăран черетлесе хатĕрлеççĕ. Купăста, кишĕр, сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, хăяр шкул пахчинче çитĕнтереççĕ. Унти панулмирен повидло хатĕрлерĕç. Çăкăра вырăнтах пĕçереççĕ.

Хырăм тутă, çи типĕ, шкула çÿрес проблема çук, газпа хутса ăшăтаççĕ. Вĕренмелле те вĕренмелле çеç ачасен. Ытти ялсенчи евĕр ял хуçалăх ĕçне темиçе кун явăçтармаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 8 отличник пулнă. Вун виçĕ ача тăхăр класс вĕренни çинчен алла документ илнĕ. Вĕсенчен тăххăрĕшĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкула кайнă, ыттисем техникумсене вĕренме кĕнĕ. Кадрсен проблеми çук шкулта. Пуçламăш классен учительници Р.Павлова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Владимирова, хими, географи, биологи учительници А.Титова, кĕçĕн классене пĕлÿ паракан Н.Васильева, математикăпа вĕрентекен А.Матвеева нумай çул ĕçленĕшĕн паракан пособие илеççĕ.

Педагогсем уроксене ирттернипех çырлахмаççĕ. Компьютера алла илессипе çак кунсенче информатика кружокĕ ĕçе пуçăнать. Электронлă шутлав техники шкулта маларах виççĕччĕ. Вĕсенчен пĕрне Патăрьелĕнчи техника инвентаризацилекен бюро ĕçченĕсем парнеленĕччĕ. Кăçал министерство урлă ултă компьютер килнĕ. Бюджетран уйăракан укçа-тенкĕпе те илме май пур. Ăна туянма заказ та панă.

Хими крожокĕ ĕçлет. Музыкăпа ĕлĕкхи йăла-йĕркене аталантарма май паракан занятисем ирттересшĕн. Патăрьелĕнчи спорт шкулĕн филиалĕн секцийĕсене уçнă. Çак кунсенче “Советская Чувашия” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртусене хутшăнма хатĕрленеççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем ÿсĕмсемпе савăнтараççĕ. Люляран шкула килекен К.Смирнова секцине çÿресе хăйĕн ăсталăхне ÿстерсех пырать.

Йышлă ачаллă çемьесем пур ялсенче. З.Черновăсен пиллĕкĕн çитĕнеççĕ. Мария аттестат илнĕ хыççăн çыхăну техникумне вĕренме кĕчĕ. Тепри ялти шкулăн тăххăрмĕш класне çÿрет. Çиччĕмĕш хыççăн Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицея кайни те пур.

Люляри Смирновсен тăватă ачи шкулта вĕренет.

Çитĕнекен ăрăва тăван ен тавралăхĕпе паллаштарса, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентсе ÿстереççĕ. Учитель-ветерансем патне çĕр улми лартма, кăларма çÿреççĕ вĕсем. Тăван тавралăха тирпей-илем кÿме хутшăнаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче сывлăха çирĕплетекен ĕçпе кану лагерĕсене çÿрерĕç. Сиплĕ эмел курăкĕсене пухса лавккана пачĕç. Пухăннă укçа-тенкĕпе вара вĕренÿре усă курмалли тетрадьсем туянчĕç.

Пĕр проблемăсăр мар, паллах, шкулта. Вĕренÿ пособийĕсене çĕнетсе тăма ашшĕ-амăшĕн взносне яраççĕ. Икĕ хутлă çурт йывăçран. Иккĕмĕшĕнче занятисене ирттерме хушмаççĕ. Çавна май пĕрремĕшĕнче икĕ çĕнĕ кабинет тунă. Спонсорла пулăшу кÿрекенсем пурах. М.Краснов шкула ачасемпе кĕрешме вĕрентмелли занятисем ирттерме кавир парнеленĕччĕ. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнма тухма пулать. Вăл кашни ача валли çителĕклех. Спорт тумĕсене те парнеленĕ шкула.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика