Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюллисемпе харсăррисем

02 августа 2008 г.

Ишлĕсенчен чи малтанхи десантник Дмитрий Николаевич Ерофеев пулнă. Вăйлă та харсăр каччăна 1943 çулта çар ретне иллеççĕ. Кременчуг хулинчи сывлăш-десант бригадине яраççĕ. Темиçе хутчен тăшман тылне сикме тивет унăн, аманать. Орденсемпе медальсене тивĕçет.

60-70-мĕш çулсенче çар хĕсметне сывлăш–десант çарĕсенче Петр Яковлевич Кутузов, Иван Трофимович Егоров, Николай Захарович Федотов, Виктор Васильевич Федотов ирттереççĕ.

80-мĕш çулсенче Афганистан вут-çулăмĕ витĕр те тухма тивет десантниксен. Николай Акимов сержант чи малтанхи самолетсемпех унта вĕçнĕ. Кунтах малтанхи çухатусем. Икĕ ИЛ–76 çар-транспорт самолечĕ, унта вырнаçнă салтаксемпе тата çар-десант машинисем тусене пырса çапăнса арканнă.

Çапăçусенчи хăюлăхпа паттăрлăхшăн Н.Акимов “За отвагу” медале тивĕçнĕ. Чирленине пула 2000 çулта вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Валерий Михайлович Анисимов 108–мĕш Витебск дивизинче çар хĕсметне пуçланă. Часах унăн та инçетри çĕр-шыва вăрçа кайма тивнĕ. Пулеметчик вун пĕр уйăхра нумай çар операцийĕсене хутшăннă. Пĕр çапăçура хамăр ентеш, Турхан каччи, Владимир Федорович Перлов вилмеллипех аманнă. Çар службинчен таврăнсан В. Анисимов инçетри Петропавловск хулинче пулă тытнă çĕрте ĕçлет. Яла таврăнсан 1996 çулта десантникăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлать.

Александр Юшанкинпа Геннадий Карпов Германире, Николай Артемьев Псков дивизийĕнче, Александр Едифановпа Сергей Прокопьев Кировобадра хĕсмет ирттереççĕ.

Вячеслав Сильвестрович Федотов педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнче вĕреннĕ чухнех Шупашкарти аэроклуба çÿрет. Парашют спорчĕ енĕпе СССР спорт мастерĕн ятне илет. Кавказ леш енчи çар округĕнче хĕсметре пулать, ăмăртусене хутшăнать. Вячеслав халĕ те сикме пăрахман, нумай пулмасть парашют туянчĕ. Районти Акатуйра та хăнасене хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле сывлăшра тĕрлĕ хусканусемпе тĕлĕнтерчĕ. 5 пин хутчен парашютпа сикнĕ.

Валерий Иванович Кузнецов пединститутăн физкультура факултетĕнче вĕреннĕ чухне самбо енĕпе СССР спорт мастерĕн, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Пĕр вăхăт шкулта ĕçленĕ хыççăн çара илеççĕ. Уссурийскри десантпа штурм бригадинче пулать.

Дмитрий Никитин Костромари сывлăш-десант дивизийĕнче икĕ çул хĕсметре тăчĕ. Полк командирне турттарма тивĕç пулнă. 2006 çулта хăйĕн тивĕçне пурнăçласа таврăнчĕ .

Çапла вара Ишлĕ ялĕ хăйĕн десантникĕсемпе чăннипех мăнаçланма пултарать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика