12 июля 2008 г.
Пурăннă чух кун хыççăн кун черетленсех çулталăк çитет. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра вăтăр çул каялла ялти пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнисем тĕл пулнă. Мускав, Йошкар–Ола, Стерлитамак тата ытти пысăк хуласенчен те килме кăмăл тунă тĕл пулăва. Пурнăç палли кашнийĕшĕн пичĕ çинче ăрасна пулин те, чунĕпе вĕсем пурте вун çиччĕре туйнă. Хисеплĕ класс ертÿçи Лидия Михайловна Мулюкова ĕнерхи ачасемпе аса илÿ урокĕ ирттернĕ. Ку енĕпе вăл выпускниксене пурне те “5” паллă лартнă. Маттур ачасем ачалăхри асамат кĕперне те лайăх ас тăваççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)