Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Купол хăпартрĕç

18 июня 2008 г.

Çак кунхине çанталăк вылянчăк хĕр кăмăлĕ евĕр темĕн тĕрлĕ те улшăнчĕ: хушăран-хушă хура, тĕксĕм пĕлĕтсен айĕнчен сар хĕвел сиксе тухса йăл кулчĕ, çав вăхăтрах вĕтĕ çумăр пĕрĕхсе кайрĕ, çилĕ те хăйпе хăех тулашрĕ. Урăхла каласан çуллахи çут çанталăк пулăмĕнчен Патăрьелĕнчи çĕнĕ чиркÿ куполне хăпартнине курма килнисем тĕлĕнмерĕç, чăтăмлăн çеç историне çырăнса юлакан саманта кĕтрĕç.

Турă панă çак çутă кун православи календарĕпе Державнăй Турă Амĕшĕн Иконĕ ячĕллĕ пысăк уявĕпе тÿр килчĕ. Халĕ ыркăмăллăх меслечĕпе хăпартакан аслă чиркÿ те çак ятлă. Çавăнпах ĕнтĕ чиркÿн тĕп куполне хăпартма çак куна суйласа илнĕ.

Мероприяти торжествăлла лару-тăруран пуçланчĕ. Ăна кăнтăр округĕн Благочиннăйĕ Анатолий протоиерей уçрĕ, ертсе пычĕ. Унта районти таврари прихутсен священникĕсем, район центрĕнчи организаци-предприяти ертÿçисем, Христос тĕнне хисеп тăвакансем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Чиркÿн тĕп куполĕпе хĕресне молебен тата Анатолий протоиерей Турă шывĕ сапса тасатнă хыççăн Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ православи храмĕ çумĕнчи хор юррин çеммипе виçĕ тонна таякан 11 метр çÿллĕш купола вăрăм кранпа чиркÿн чи çÿллĕ вырăнне ерипен хăпартрĕç. Шупашкарти “Плазматек” фирма нитрититантан хатĕрленĕ купол хĕвел шевлипе тата ытларах йăлтăртатрĕ. Малашне вара ун çумĕнче тепĕр ултă пĕчĕкрех купол вырнаçсан, виçĕ престоллă пулакан храм тата ытларах капăрланĕ.

– Хаклă тăванăмăрсем! Паянхи çак çутă кун район, чиркÿ историйĕшĕн пĕлтерĕшлĕ паллă пулса юлĕ. Ырă та кăмăллă çынсен пархатарĕпе, пулăшăвĕпе çĕкленет сăваплă, таса кĕлĕ çурчĕ. Вĕсене пурне те пысăк тав, пурне те Турă малашнехи ĕçре вăй-хăват, ырлăх-сывлăх патăр, – терĕ юлашкинчен кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Анатолий протоиерей. Ун хыççăн храм тăвас ĕçре пысăк пулăшу панисене ятран асăнса тав турĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика