Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Гуля, Гульзада

07 марта 2008 г.

Тутар Тимеш ялĕнчи Фасхутдиновсен çемйинче хĕр ача çут тĕнчене килнĕ. Ăна ашшĕпе амăшĕ юратса Гульзада ят панă. Тантăшĕсем вара Гуля тесе чĕннĕ. Хĕр пĕрчи тăван ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан кÿршĕри, Туçари вăтам шкула çул тытнă. Кунта та хăйĕн тăрăшулăхĕпе, маттурлăхĕпе палăрнă. Чăваш хĕрĕ-каччи хушшинче тутар пикине пĕрре те кичем пулман. Вăл хăйĕн тус-тантăшĕпе чăвашла йăлтах калаçма хăнăхнă. Хăй халăхĕн йăли-йĕркине кăна мар, чăвашсен вăййи-уявне курса, хутшăнса савăннă.

1962 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне, истори уйрăмне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах тăван ялĕнчи шкулта ĕçленĕ, учитель ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тунă. Çамрăк хĕре ялти яш каччă Фарид куç хывнă. Çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксене направленипе Архангельск облаçне шкула ĕçлеме яраççĕ. Пилĕк çултан тин тепĕр хут Чăваш Ене таврăнаççĕ Галялетдиновсем. Тăван районта малтанласа ĕç тупайман пирки Куславкка районĕнчи Еметкел ялĕнчи вăтам шкулта 1975 çулчченех историпе общество предмечĕсене вĕрентет Гульзада Фасхутдиновна.

Чун тени пур пĕрех тăван тăрăха, çуралнă кĕтесе туртать. Виçĕ ачаллă çемье 1975 çулта Патăрьелне куçса килет. Гульзада Фасхутдиновна çав çултан тытăнса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта вăй хурать. Историк, профорг, класс руководителĕ, воспитатель пулса вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕн, ял çыннисен ырă сăмахне тивĕçет. Шкул администрацийĕ, районти вĕрентÿ управленийĕ, вĕрентÿ министерстви тăрăшуллă та пултаруллă вĕрентекенĕн ĕçне тивĕçлипех хаклани сисĕнет. Шкул музейĕнче упранакан “Пирĕн вĕрентекенсем” альбомри хыпарсем, сăн ÿкерчĕксем çакна тÿрремĕнех çирĕплетеççĕ. Ĕç кĕнекине çырса хунă мухтав сăмахĕсем, Хисеп хучĕсем – ахальтен çырнăскерсем мар. 1983 çулта “Учитель-методист”, 1988 çулта “Аслă учитель” хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Г.Галялетдинова. Унăн вĕренекенĕсем чылайăшĕ хăй пекех историк пулса тăчĕç: Ю.Волкова, И.Полякова, В.Махмутова. В.Солдатов – Патăрье-лĕнчи 1-мĕш вăтам шкул директорĕ. Вăл та Гульзада Фасхутдиновна вĕренекенĕ пулнă. Вĕсемсĕр пуçне мĕн чухлĕ юрист, врач, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем. Пурне те ятран асăнса пĕтерме те çук.

Хаклă вĕрентекенĕмĕр 70 çул тултарчĕ. Ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, тулли телей сунатпăр ăна.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика