16 января 2008 г.
Патăрьелĕнчи шкул-интернатра 104 ача вĕренет. Вĕсенчен 29-шĕ ашшĕ-амăшĕсĕр. Патшалăх ачасене тивĕçлĕ пăхса ÿстерессине хăй çине илнĕ. Вĕсене кунта тумлантараççĕ, çитереççĕ, ăс-тăн параççĕ, çĕр-шыва юрăхлă çын пулма хатĕрлеççĕ.
Хăш-пĕр çемьере те çакнашкал тимлĕх уйăрăнмасть пулас ачасем патне. Ирĕн-каçăн педагогсен, воспитательсен куç умĕнче вĕсем. Аслă юлташĕсем те пур интернат ачисен. Халĕ вĕсем Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи иккĕмĕш инспекцийĕн ĕçченĕсемпе туслă çыхăнура. Налукçăсем час-часах килсе çÿреççĕ кунта. Пуш алăпа та мар. Маларах сĕтел-пуканпа савăнтарнăччĕ. Ку хутĕнче Çĕнĕ çул уявне çитрĕç. Елка тавра савăк юрласа, ташласа савăнакан ачасене Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Малтан районсем хушшинчи иккĕмĕш инспекци начальникĕ Е.Чернов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. “Налук – эпир пурте цивилизациллĕ обществăра пурăнма тÿлекен укçа”, – терĕ. Бюджета тултарассипе çыхăннă ĕç яваплă та пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Унран район экономикин малашлăхĕ, аталанăвĕ, ĕç çыннисен пурнăç шайĕ килнине пĕлтерчĕ. Паянхи вĕренекенсемех пурнăç çулĕ çине тăрсан налук служби ĕçĕ-хĕлне çывăхрах пĕлессе каларĕ.
Инспекци начальникĕн çумĕ Г.Филиппов (ÿкерчĕкре) ачасене парнесемпе савăнтарчĕ. Мĕн кăна çук унта! Ĕçе вĕренмелли инструментсем, шкул хатĕрĕсем, тĕрлĕ хут, пылак çимĕç... Пурĕ 7 пин тенкĕ-лĕх. Çакна налукçăсем хăйсем ĕçлесе илнĕ укçаран туяннă. Ятарлă фонд çук вĕсен. Çынна ырă туни çĕре ÿкмессе пĕлеççĕ аслисем. Хăйсен ăшшине ачасене парса ÿссе çитĕнекен ăрăва ырă кăмăллă, çепĕç чунлă пулма хăнăхтарма, ватăсемпе ватăлла, аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене юратма вĕрентесшĕн.
Патшалăхăн аслă налук инспекторĕ М.Кириллова, ра-йонти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай инспекторĕ Л.Комиссарова саламларĕç ачасене. Лариса Алексеевна та пĕрле ĕçлекенсен спонсорла пулăшăвне кÿчĕ. Ачасем ыр кăмăллăхшăн тав турĕç. Интернат директорĕ К.Толстова шефа илнĕ инспекци ĕçченĕсене малашне те туслă çыхăну тытма сĕнсе тав çырăвĕ пачĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)