Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тулта йĕпе е шартлама – Вăл çыншăн хĕвелпе пĕрех

24 ноября 2007 г.

Сап-сарă хурăн çулçисене çил ачи вăйă картине тăратнă тейĕн, çĕр çийĕн çавтăнса ташланă евĕр васкаса çаврăнаççĕ. Вăйлăрах çил капланса килет те вĕсене урам тăрăх вĕçтерсе каять, “çавраçил” вара тепĕр вырăна куçать, вĕçсе аннă çулçăсем кичемленсе ан выртччăр тенĕ пек вĕсемпе вăйă вылять. Сар çулçăсем хыççăн ута утах кĕркунне хыççăн кĕркуннене хыçа хăварать Патăрьелĕнчи А.Грачева.

Хăйне çирĕплетнĕ участокри кашни çемьене эрнере 6 кун хаçат-журнал, пенси-пособи укçи çитерет. Халиччен ватти-вĕттинчен, çитĕнсе çитнинчен япăх каланине илтмен ун пирки. Яланах пĕр вăхăтра çитет Анфиса Вячеславовна кĕтекенсем патне. Çулталăкра икĕ хутчен хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе тивĕçлипе туса пырать. Вулакан кăмăллакан хаçат-журнала сутлăх та сахал мар йăтать. Кама “Телесемь”, кама “Жизнь” е “Школьники”, ытти кăларăмсем кирлине пĕлет. Хирĕç пулаканпа калаçма ÿркенмест. Çул юлташĕ çукрах унăн. Пĕр килтен тепĕр киле çитиччен кам кĕтсе тăтăр ăна.

Шăпи Патăрьел çĕрĕнче тĕплентернĕ Нĕркеç хĕрне. Кÿршĕ района вăл професси училищине вĕренме килнĕ. Дипломлă хĕре çак ял каччи куç хывнă. Илнĕ специальноçпа ĕçе вырнаçма май пулман. Çулленех темиçе ветеринар хатĕрленĕ училище. Çемьеллĕ пурнăç вара вырăнтах урăх ĕçе явăçтарнă. Ĕç кĕнеки çинче стройкăра, интернатра вăй хунине çирĕплетекен йĕркесем пур. Çак хушăра икĕ хĕр çуратнă. Вĕсене ура çине тăратнă вăхăтра почтальонкăна ĕçе вырнаçнă. Хаçат-журнал, çыру-корреспонденци сумкине хул урлă çакнăранпа вунсаккăрмĕш çул çине кайрĕ. Урамри йĕпе-сапа е шартлама сивĕ, кĕрхи тĕттĕм, пылчăклă каçсем хăратман А.Грачевăна. Сумкăна пушатмасăр киле таврăнман вăл. Ĕçе васкамасăр, тĕплĕн тума ăна амăшĕ хăнăхтарнă. Паянхи кун та унăн канашĕсене чĕре патне илсе итлет хĕрĕ. Ватлăх кунĕсене Шупашкарта ирттерекенскер патне канмалли кунсенче çитсе килме май тупатех. Тепĕр сăлтавĕ те пур. Таня хĕрĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Хула больницин реанимаци уйрăмĕнче медсестрара ĕçлет. Тăватта кайнă Егор мăнукĕ кукамăшне тунсăхласах тăрать.

Алена хĕрĕ çеç аяккарах. Çурçĕрти Çĕнĕ Уренгойра ĕçлесе пурăнать.

Кĕрхи çумăр вĕттĕн чарăнмасăр çуни, кунсем кĕскелнĕ май сивĕтсе кайнă çанталăк, тÿпери тĕксĕм пĕлĕтсем çак вăхăтăн асамлăхне хупласа хураймаççех. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланса пынă май шăпа кăларса тăратнă йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал çитерсе пынишĕн хĕпĕртет Анфиса Вячеславовна. Сывлăх пур чухне çынсене çĕнĕ хыпарсемпе, хаçат-журналпа малашне те савăнтарма хирĕç мар вăл.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика