21 ноября 2007 г.
Пурнăç йывăрлăхне, нуши-тертне самаях ас тивнĕ Патăрьелĕнче пурăнакан Н.Макашина. Ыхра Çырминчи шкулта директорта ĕçленĕ чухне Тăван çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн фашистла Германи çарĕсем тапăнса кĕнĕ. Ăна хистесех районти вĕрентỹ пайĕн ертỹçине лартасшăн пулнă. Çакна хирĕçлесе Надежда Герасимовна медсестрасен курсне вĕренме кайнă. Унтан _ вăрçă хирне. 1942 çулта çирĕмри хĕр çуран çар ретне тăрса çĕр-шыв хỹтĕлевçи пулнă. Çыхăнуçă, санитарка, медсестра тивĕçĕсене пурнăçланă. Аманнă салтаксене, офицерсене çапăçу хирĕнчен пĕрре çеç мар илсе тухнă. Степной, иккĕмĕш тата пĕр-ремĕш Украина фрончĕсенче çапăçса , фашистсене пысăк çухатусем кỹрессишĕн тăрăшнă. Дон çинчи çапăçусенче, Курск пĕккинче, Днепр урлă каçса Киева тăшман аллинчен туртса илнĕ çĕрте Н.Макашина паттăрлăхпа палăрнă. Çавăн пекех вăл Житомир, Ровно, Проскурово, Винница, Каменецк-Подольск, Ковель, Тернополь, Чернов-цы, Станислав, Дрогобыч, Львов хулисене фашистсен пусмăрĕнчен ирĕке кăларма хутшăннă. Кăнтăр Польшăра çапăçнине, Сан тата Висла шывĕсем урлă каçса Краков хулине тата пысăк пĕлтерĕшлĕ промышленность центрне _ Верхняя Силезие ирĕке кăларнине Надежда Герасимовна нихăçан та манаймĕ. Германи çĕрĕ çине кĕрсен Одер, Шпрее çырмисем урлă çапăçупа каçнă. Пĕрремĕш Белорусси фрончĕн çарĕсемпе пĕрле Берлина пырса кĕнĕ.
Н.Макашинăна çапăçури паттăрлăхшăн Верховнăй Главнокомандующи 12 хутчен тав çырăвĕпе хавхалантарнă. Çавăн пекех ăна Совет Союзĕн Маршалĕ Конев тата арми генералĕ Жадов мухтав хучĕпе чысланă.
Надежда Герасимовна _ РСФСР çутĕç отличникĕ, 61 çул педагогика анинче ĕçленĕ, директор, завуч, ахаль учитель. Пăшалтан тĕл перессипе тата многоборьепе темиçе хутчен те республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ.
20 çул халăх заседателĕнче тăрăшрĕ вăл. Пĕрремĕш ушкăнри инвалид. Çулĕсем хутшăннăçемĕн сывлăхĕ хавшама пăхать. Апла пулин те районта тухса тăракан "Авангардăн" кашни номерне куç пек кĕтет. Унта пичетленекен материалсене пĕр сиктерми вулать, Чăваш Ен ертỹçисен социаллă-экономикăллă аталану политикине ырлать. Çитменлĕхсемшĕн чунтан пăшăрханать. Вĕсене пĕтермелли сĕнỹсене пама тăрăшать. Ертсе пыракансен ваттисем патне уйăракан тимлĕхĕ пуррине туять. Пурнăçа ахальлĕн пурăнса ирттермест ветеран.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)