15 августа 2007 г.
Çак хушăра чылай пысăк ĕçсем тума пултарчĕ вăл. Пĕрремĕш утăма суту-илỹрен пуçларĕ пулсан, паянхи кун районта вăйлă строительство предприятине туса хума пултарчĕ. Строительство ĕçĕ-хĕлĕ пирки кăсăкланса пирĕн корреспондент обществăн учредителĕпе Р.Абдулвалеевпа тĕл пулнă.
_ Ринат Абдулхатович, строительство пурнăçра чи кăткăс та яваплă отрасльсенчен пĕри. Çак ĕçе эсир мĕнрен пуçăнтăр? _ Строительство ĕçĕ маншăн çĕнĕ япалах мар. Унăн вăрттăнлăхĕсемпе чылай малтан паллашнă, кулленхи пурнăçра та усă курнă. Хамăр ĕçе тĕрлĕ специальноçлă строительсем пуçтарса юсав тунинчен пуçларăмăр. Пирвайхи объектсем шкулсем, садиксем тата больница пулчĕç. Вĕсене хамăр материалсемпе шал енчен тĕпрен юсаса патăмăр. Ун хыççăн, хальхи вăхăт хушнă пек, евроюсав çине куçрăмăр. Халăх сучĕн çуртне шал енчен, район администраци-йĕнне тул енчен илем кĕртрĕмĕр. Районти культура çурчĕн çивиттине тĕпрен улăштартăмăр, стропилăсем тăратса, профиллĕ шăвăçпа витрĕмĕр.
Проектпа смета документацийĕсене йĕркелесе çитерсен, хамăр валли 3 хутлă суту-илỹ çуртне тума пуçларăмăр. Ĕçсем кал-кал пынăран, ăна вăхăтра хута ятăмăр. Ун хыççăн Комаров урамĕнче 24 хваттерлĕ çурт хăпартма куçрăмăр. Каярахпа суту-илỹпе хăна çурчĕ (торгово-гостиничный) "Булат" комплекс пулчĕ. Вăл пĕтĕмпе пине яхăн тăваткал метр йышăнать. Гостиница 9 вырăнлă. Кафере пĕр харăс 50 çын апатланма пултарать. Унсăр пуçне 120 вырăнлăх уйрăм зал пур. Унта клиентсем малтан калаçса килĕшсе туйсем, ытти савăнăçлă мероприятисем ирттерме пултараççĕ. Суту-илỹ залĕсене арендăна патăмăр.
Нумаях пулмасть патшалăх комиссийĕ "Чувашрегионгаз" çуртне "лайăх" паллăпа йышăнчĕ. Строительство ĕçĕсене кỹршĕллĕ районсенче те чыслăн пурнăçласа пыратпăр. Акă, Елчĕкре "Чувашрегионгаз" çуртне туса пĕтертĕмĕр. Комсомольскинче ЭТУС, Шăмăршăра казначейство кантурĕсене тĕпрен юсарăмăр. Хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсем Шăмăршăри халăх судĕнче, Тăрăнти ача садĕнче тата районти культура çуртĕнче пыраççĕ. Пысăк стройка _ районти тĕп больницăн хушма çурчĕ. Кунта терапи, неврологи уйрăмĕсемпе хĕрарăмсен тата ачасен консультацийĕсем пулаççĕ, Çывăхрах 24 хваттерлĕ çурт çĕкленет.
Çак кунсенче РФ Патшалăх Думин депутачĕ "Единая Россия" партин Генсовечĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ К.Косачев района ĕçлĕ тĕл пулăва килсен, больницăн хушма корпусĕнче строительство ĕçĕсене пырса курчĕ. Пирĕн ĕçе депутат лайăхпа хакларĕ. Ку вара строительсене тата та хастартарах, тирпейлĕрех ĕçлеме хистет.
Пĕр-ик сăмах 24 хваттерлĕ çурт пирки каласа хăварасшăн. Ăна эпир уйрăм çынсене пая кĕртсе, вĕсем малтанхи взнос хывнă май туса пыратпăр. Ун пеккисем 20-ĕн пулчĕç.
Иртнĕ çул строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшĕ 35 миллион тенкĕ урлă каçрĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусемшĕн эпир район администрацийĕн 1 степеньлĕ Дипломне тивĕçрĕмĕр. Д.Алимов прораба "Районти чи лайăх строитель" ята парса чысларĕç. Таса тупăш та самаях пуçтарăнчĕ. Ăна эпир рабочисене ĕç укçи тỹленĕ çĕре, техника никĕсне тĕреклетме, строительство материалĕсем туянма ятăмăр.
Хальтерех çеç çĕнĕ "КамАЗ" _ автокран кỹрсе килтĕмĕр. Вăл 25 тоннăна 21 метр таран çĕклесе, кирлĕ вырăна хума пултарать. Кунсăр пуçне тата 7,5 метрлă хушма стрела пур.
Малтанхи 24 хваттерлĕ çурта хăпартнă чухне Ульяновскран илсе килнĕ башеннăй кранпа усă курса чылаях тăкакланнăччĕ. Халĕ çынсене хамăр пулăшма пултаратпăр.
_ Строительство материалĕсене ăçтан кỹрсе килетĕр?
_ Вĕсем пирки чăрмав çук. Поставщиксемпе пуринпе те тачă çыхăну тытатпăр. Цемента Мордва республикипе Ульяновскран, керамблока _ Шупашкартан, Канашран, хĕрлĕ кирпĕче _ Çĕнĕ Шупашкартан, Комсомольски районĕнчи Выçлирен тата Çĕрпỹелтен, силикат кирпĕче _ Ульяновскран, кĕленчене _ Владимир облаçĕнчен, метала _ Чулхуларан, пластикăллă чỹречесемпе алăк блокĕсене Шупашкарти пĕр фирмăран, тимĕр-бетон конструкцийĕсене _ Шупашкарти ССКран, йывăç материалсене _ Патăрьелĕнчи вăрман хуçалăхĕнчен туянатпăр.
Çакна каласа хăварасшăн, енчен те районта хамăрăн кирпĕч завочĕ, тимĕр-бетон конструкцийĕсем хатĕрлекен мини-цех пулсан, автотранспорта аякка хăваламан пулăттăмăр, укçи-тенки те районтах юлнă пулĕччĕ.
_ Рабочисемпе ĕçшĕн мĕнле татăлса пыратăр?
_ Шалăва кашни уйăхрах вăхăтра паратпăр. Паянхи куна рабочисем умĕнче те, налук инспекцийĕ умĕнче те тата ыттисем умĕнче те, перекет банкĕнчен кредит илнисĕр пуçне, парăмсем çук. Строительствăра вăй хуракансен уйăхри вăтам шалу 6-7 пин тенкĕпе танлашать. Вĕсене кунне 2 хутчен тỹлевсĕр вĕри апат çитеретпĕр, ĕç тумтирĕсемпе тивĕçтеретпĕр. Ĕçе илсе килме тата леçсе яма "ГАЗель" автомашина уйăрнă.
Пирĕн патăрта 4 наци çынни ĕçлет: чăвашсем, тутарсем тата украинецпа казах. Вĕсем пурте пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе тăрăшаççĕ. Нумай кăткăс ыйтусене пĕрле сỹтсе явса тăваççĕ.
_ Кашни ĕçех кадрсем татса параççĕ. Сирĕн патăрта та çавнашкалах пулĕ?
_ Тĕрĕс. Строительствăна илес пулсан кунти ĕçсене опытлă строитель Д.Алимов прораб йĕркелесе тата ертсе пырать. Ун çумне икĕ мастер Р.Айзатулловпа И.Земдиханова çирĕплетнĕ. КамАЗ автомашинăсем çинче вăй хуракан А.Юнусов, Г.Угасев, Х.Камалетдинов тата ыттисем стройкăна тĕрлĕ материалпа вăхăтра тивĕçтереççĕ. _
Хăвăр тата мĕн хушса калатăр?
_ Манăн пире ĕçпе тивĕçтернĕшĕн, пирĕн ĕçе тĕрĕслесех тăнăшăн, ĕçленĕшĕн укçа-тенкĕпе вăхăтра татăлса пынăшăн район администрацине тата УКС ертỹçине И.Дикина тав сăмахĕ калас килет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)