11 августа 2007 г.
Юлашки çулсенче район администрацийĕ район центрĕн – Патăрьелĕн архитектурăлла сăн-сăпатне улăштарса çĕнетес, ял халăхне пурăнма, ĕçлеме, канма кирлĕ условисем туса парас тĕллевпе чылай тимлет. Ял куç умĕнчех çамрăкланса, хитреленсе пыни, паллах, кунта пурăнакансемшĕн те, килен-каяншăн та, сумлă хăнасемшĕн те кăмăллă.
Район тĕрлĕрен федераллă тата республика шайĕнчи программăсене, наци проекчĕсене пурнăçлама активлă хутшăнать. Çавна май пурăнмалли çурт-йĕрпе, çул-йĕрпе, çыннăн сывлăхне сыхлас, тĕреклетес тата ытти тĕллевпе çыхăннă ыйтусене ăнăçлă татса пама тăрăшаççĕ. Паян район центрĕнче хăпартакан пысăк строительство объекчĕсенчен пĕри – физкультурăпа спорт комплексĕ. Техника юсакан предприяти çумĕнчи культура çуртне реконструкцилесе пысăк спорт комплексне тума кăçалхи февраль уйăхĕнче пикеннĕ. Хальхи вăхăтра кунта ĕç шавĕ вăй илсех пырать. Строительство объекчĕн подрядчикĕ – “СУОР” тулли мар яваплă пĕрлешÿ. Субподрядчикĕсем вара кашни тĕрлĕ ĕçпе ăрасна тулли мар яваплă обществăсем. “Электрокомплект” электричествăпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлать, “ВВСТМ” ăшă пăрăхĕсем кĕртессипе, канализаци тăвассипе яваплă, “Голицын” вентиляци тăвассипе ĕçлет, “Пожсервиз” пушар хăрушлăхĕпе çыхăннă ĕçсемпе, “Восторг” бассейн-сене хута ярассипе тимлеççĕ.
Ку таранччен икĕ хутлă пысăк культура çуртне шал енчен чылай çĕнетнĕ. Проектпа кунта икĕ бассейн пулмалла. Пĕри ятарласа ача-пăча валли. Кунтах спортзал, аэробика залĕ, сауна, душ, массаж пÿлĕмĕ тата ытти валли те хăтлăх пулĕ. Хальхи вăхăтра çуртăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш хучĕсен стенисене штукатурка туса тирпейлесе пĕтернĕ. Электромонтаж ĕçĕпе ăшă пăрăхĕсене, бассейн пулакан вырăнсене тирпейлесси малалла пырать. Пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсене куллен 50-60 çын хутшăнать. Вăл шутра вырăнти строительсем те пур.
Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнчи паянхи ĕç-хĕлпе паллаштарса “СУОР” тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн стройкăри штаб начальникĕ И.Салихов акă мĕн каласа пачĕ:
– Кăçал хута ямалли пысăк строительство объекчĕсенчен пĕри – физкультурăпа спорт комплексĕ. Сметăпа 53 миллион тенкĕ лармаллаччĕ вăл. Объекта лайăх тĕпченĕ хыççăн унччен хăш-пĕр туса çитереймен ĕçсене шута илсе (дренаж тăвасси, çурт çивиттине тирпейлесси пулман) акт çырсан тепĕр вунă миллион тенкĕ укçа хуштарма тиврĕ. Финанс енĕпе тивĕçтересси ăнăçлă та кал-кал пулса пырсан комплекса палăртнă вăхăтах хута яма май пулĕ. Ку тĕлĕшпе строительсен хавхаланăвĕ пысăк.
Кирек мĕнле ĕçре те ларт-нă тĕллеве вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлани кирлĕ. Тинех çак пуçланă ĕç çине юр çуса хÿсе каяймĕ. Спорт комплексĕнче малашне те ĕç шавĕ вăйлансах пырĕ. Ноябрь-декабрь уйăхĕсенче вара вăл физкультурăпа спорта юратакансене пуçласа йышăнмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)