08 августа 2007 г.
Юлашки вăхăтра вырăнсенче тирпей-илем, хăтлăх тăвасси пирки сахал мар калаçаççĕ, çы-раççĕ, ку тĕлĕшпе тĕрлĕ шайра хушусем те кăлараççĕ. Юлашки темиçе çулта пирĕн район центрĕ – Патăрьел палăрмалллах ырă енне улшăнчĕ, çĕнелчĕ, чечекленчĕ темелле. Урамсене тирпей-илем кĕртессипе те çак ялтан тĕслĕх илмелли чылай. Паллах, айккинчи урамсенче вĕсен те йĕрке, тирпей тумалли пайтах-тăр. Çапах та тĕпрен илсен ытти ялсен те тирпей-илемшĕн çине тăрса тимлемелле. Çакă йăлтах хамăртан çеç килет. Акă, сăмахран, кашни çемьенех кил-тĕрĕшре кирлĕ мар çÿп-çап, ăпăр-тапăр пуçтарăнать. Ăçта хумалла-ха çакнашкал каяшсене; Ял тăрăхĕсенче вăхăтран вăхăта çÿп-çапа техникăпа пуçтарса çÿрессине йĕркелесен, никамăн хуçалăхĕ умĕнче те тирпейсĕрлĕх хуçаланмĕ. Ун пек чухне вара тĕрлĕрен усал чир-чĕр сарăласран та сехĕрленмелле мар.
Тепĕр чухне тата хамăртан килекен сăлтавсемпех урам сăнне нĕрсĕрлететпĕр. Хăш-пĕр автомашина водителĕсем курса тăрсах çуртсем çумĕнчи симĕс курăка таптаса, çĕмĕрсе çул тăваççĕ. Тавралăх хитре те кăмăллă пулни пуриншĕн те лайăх-çке.
Паян пирĕн ял халăхне тепĕр сăлтав та пăшăрхантарать: “Родник” хуçалăх правленийĕ умне çитиччен çула тикĕслесе чул сартарсан тем пекех лайăх пулĕччĕ. Паянхи район администрацийĕн пуçлăхĕ çак ыйтăва шута илсен тем пекехчĕ те, мĕншĕн тесен кĕрлĕ-çурлă çанталăкра кантура кĕрсе тухма та йывăр.
Ял инфраструктурине улăштарас, çĕнĕ сĕм кĕртес, тирпей-илем тăвас ĕçре паллах, чăн малтан ял тăрăх пуçлăхĕн пуçаруллă та тăрăшуллă пулмалла. Ку ĕçе вырăнти депутатсене, ытти яваплă çынсене те явăçтармалла. Ун пек чухне кашни кил умĕнче тирпей те, илем те пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)