Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Витесене çĕнетеççĕ, выльăх туянаççĕ

04 августа 2007 г.

 Нацин приоритетлă "АПК аталанăвĕ" проектне пурнăçласа "Батыревский" хупă акционер пĕрлешĕвĕ выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстересех пырать. Паянхи кун фермăра 408 пуç ĕне-выльăх. Вĕсенчен 120-шĕ сăвăнаканни. Кунта хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра 19 килограмм сĕт сăваççĕ. Районĕпе ик-кĕмĕш вырăнта пыраççĕ.

Çитĕнỹ вăй хумасăр пулмасть. Ăратран та, мĕнле апатлантарнинчен те нумай килет. Хуçалăхра çакна яланах асра тытаççĕ. Кĕтỹ çуркуннех çаран çине тухать, шывсăр тăратмаççĕ, рацион чухăн мар.

Кĕтĕве çĕнетес тĕллевпе иртнĕ çул Комсомольски районĕнчи "Восход" хуçалăхран 26 пуç, кăçал Муркаш районĕнчи "Свобода", "Ударник" хуçалăхсенчен 44 пуç ăратлă çамрăк выльăх туяннă. Пĕлтĕрхисем пăрулама тытăннă та ĕнтĕ, талăкра 20 килограмм ытла сĕт антараççĕ.

Кивелнĕ витесене йăлтах çĕнетсе ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Пĕрне реконструкцилесе пысăклатнă. Унта сăвăнакан 60 ĕне тата пăрусем вырнаçĕç. Кунта автопоилка та çĕнĕрен лартнă. Ытти витесенче те улшăнусем пур. Ĕне сăвакан зал тунă. Витесене çĕнетес, ăратлă выльăх йышне ỹстерес тĕллевпех 22 миллион тенкĕ ытла çăмăллатнă кредит илнĕ. Хĕле хатĕрленес ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Ку тĕлĕшпе строительсен ятарлă бригади ĕçлет. Пур витесен алăкĕсене, чỹречисене, урайĕсене юсанă. Тултан та, шалтан та шуратнă.

Выльăх апачĕ те ытлăн-çитлĕн хатĕрленĕ. 3500 тонна сенаж хывнă, утă-улăм çителĕклех пулать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика