Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ыр сунса саламлаç амăшне, Парнелеççĕ чечек çыххине

01 августа 2007 г.

Юратать вĕсене В.Семенова. Шăпчăк юррипе, чечек ĕмрипе киленсе пурăнма кăмăллă та-çке. Савнă мăшăрĕ, юратнă ачисем çумра. Ирпе тухса утма ĕçĕ, каçран киле таврăнма çурчĕ пур. Тата мĕн кирлĕ. Çынсен хисепĕ.

Вăл та çителĕклех. Ĕçпе тивĕçнĕ ăна Валентина Ивановна. Комсомольски районĕнчи Кивĕ Сĕн-тĕртен качча килнĕскере Патăрьелне кăмăлтан йышăннă. Ĕçченлĕхĕпе, тараватлăхĕпе палăрма пултарнă. Ĕçе юратма вара ăна амăшĕпе ашшĕ хăнăхтарнă. Тăватă класс вĕренсе пĕтерсенех Валя уй-хире пучах пухма çÿренĕ. Комбайнсем çĕрлехи сывлăм ÿкичченех çапнă. Паккус йĕрĕ çине юлакан пĕр ывăç пучаха та хăварман хĕр ача. Каярахпа йĕтемре ĕçе кÿлĕннĕ. Аслисемпе юнашар тăрса сортировкăна кĕреçепе тырă янă. Сакăр класс хыççăн вара пурнăç çулĕ çине хăй тĕллĕн тăма пуçланă тесен те йăнăш пулмĕ. Шупашкарти суту-илÿ училищине вĕренме кĕнĕ. Юлташĕсем хушшинче обществăлла ĕçе хутшăннипе, тĕрлĕ мероприяти пуçаруçи пулнипе палăрнă. Дипломлă специалиста Канаш хулине пĕр гастронома ĕçлеме янă. Илнĕ пĕлĕвĕ çитĕлĕксĕррине туйнă Валентина. Хулари финанс техникумне вĕренме кĕнĕ. Çак хушăра ăна кÿршĕ район каччи куç хывнă. Борис Николаевичпа пĕрлешсен пурăнмалли вырăна улăштарнă Валентина Ивановна. 18 çул райпо системинчи суту-илÿ сĕтелĕ умĕнче тăнă вăл. Çак хушăра виçĕ ертÿçĕпе ĕçленĕ. Пурне те ырă кăмăлпа аса илет халĕ. Н.Кошкин ĕçе кирлĕ пек хăнăхтарнине хаклать.

Плансене яланах тултарса пынă унăн бригади. Ытларах апат-çимĕç лавккинче ĕçленĕ вăл. Витрина çине паха çимĕçе çеç кăларма тăрăшнă.

Иртеç кунсем, шăваç çулсем, пурнăçра йĕр хăвараççех вĕсем. Борис Николаевичпа Валентина Ивановна икĕ ача çитĕнтерчĕç. Ăрăва малалла тăсакан та, амăшне пулăшакан та пур Семеновсен. Алина Шупашкарта ĕçлет. Алеша туризмпа сервис институчĕн виççĕмĕш курс студенчĕ.

Сутуçă ĕçне тивĕçлипе хакланă. 1984 çулта вăл “Районти чи лайăх продавец” ята тивĕçнĕ. Хисеп грамотипе тав хучĕсем йышлă. Çакăнта юлташсен тÿпине курать Валя. Заведущи хăй çеç тăрăшнипе пулмасть-çке çитĕнÿ.

Пурнăç уттипе тан пыма тăрăшаççĕ Семеновсем. Пĕрлешнĕренпе пĕр пăт тăвара ахальтен мар çинĕ вĕсем. Пĕр хушаматлă пулнăранпа 29 çул çитет. Ура çинче çирĕп тăрать мăшăр. Хăйсем лавкка тытаççĕ. Куллен кирлĕ тавар пур унта. Ют çĕр-шывсенче кăларнă çурма хатĕр апат-çимĕç, улма-çырла таранах. Тавар туянакансемпе сăпайлă тытать хăйне Валентина Ивановна. Тĕрлĕ канаш пама ÿркенсе тăмасть. Кÿршĕ-аршăпа та тăванран çывăх çын вăл. Шăллĕсемпе йăмăксене ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пăхать, яланах пулăшать.

Сад пахчи пысăк Семеновсен. Унта çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех тĕрлĕ çеçке çуракан чечексем ÿсеççĕ. Çут çанталăка илемлĕ тума пĕлекенĕн пурнăçĕ те ăнать теççĕ. Мăшăрĕпе ачисен ăш ытамĕнче çур ĕмĕрхи юбилейне кĕтсе илекенĕн кун-çулĕ малашне те чечеклентĕрех, эппин.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика