14 июля 2007 г.
Кин тĕлне пултăм, анчах ĕмĕрĕм вăрăма тăсăлмарĕ», – тенĕччĕ Туçари Т. Крысина виличчен юлашки хут больницăра сипленнĕ хушăра. Ăрăва малалла тăсакансене çирĕп сывлăх, пил панăччĕ. Сăмах кунта Патăрьелĕнче пурăнакан Галина Николаевна çинчен пырать. Хунямăшĕ пекех тăхлачăшĕ ырăпа каланине те пĕрре мар илтнĕ ун çинчен.
Çĕнĕ Ахпÿртри Алексейпа Елена Цыгановсем Лариса хĕрне Комиссаровсен Женя ывăлне качча панă чухне амăшĕн (шел пулин те вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ) тивĕçĕсене хăй çине илнĕ аслă хĕрĕ. Маларахри хăтăш-тăхлачăшне, çĕннисене кĕреке хушшине чыслă çĕре лартса парне парсах сумланă. Тĕпри çакна ăс çитерейместчĕ. Çавăнпа хисеплеççĕ мăшăрĕн тăванĕсем, хăйпе пĕр тăванĕсем, кĕрÿшĕ-кинĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕ Гальăна.
Çывăхах пĕлместĕп пулин те кăмăллăн сывлăх сунмасăр иртместпĕр пĕр-пĕринпе. Çын çинчен япăх калаçнине нихăçан та илтмен Гальăран. Канаш-сĕнÿ ыйтакансем йышлах унран. Пиллĕкĕн пĕр тăван ÿснĕ вĕсем çемьере. Йăмăкĕпе шăллĕсене ура çине тăма аппăшĕ сахал мар пулăшнă. Ăс вĕрентни, ĕçе хăнăхтарни, çын çине кăларни сая кайман. Паян пурте çемьеллĕ, тĕреклĕ çурт-йĕрлĕ, хисепре пурăнаççĕ. Кашнийĕшех пĕрер ача ÿстереççĕ. Крысинсеннипе тĕпри Сашăн ывăл çитĕнеççĕ. Юрий, Наташа, Женя хĕр ачасемлĕ. Пĕринчен тепĕр мăнукне пăхса ытараймасть аслашшĕ, кукашшĕ Николай Федорович. Кашнийĕ чĕрçи çине ларса унăн канашне итлеме хатĕр. Çиччĕмĕш теçетке тултарать пулин те ача ăслĕ пулма та, ывăл-хĕрĕсене пулăшма та яланах хатĕр. Çĕр çинче пурăнса ырă йĕр хăварнишĕн мухтанма та пултарать.
Ывăлĕсемпе кĕрÿшĕ, хĕрĕсемпе кинĕсем яланах пĕр сăмахра Николай Федоровичăн. Пурне те ачи вырăннех хурса хисеплет ватă. Çавăнпа хăй те сумлă. Килĕнтешсем аппăшĕсемпе, хĕрĕсем кинĕсемпе пĕр чĕлхере пулни паха. Ĕçе пуçăнсан кар тăма пултараççĕ вĕсем. Пĕрисен хуйхине, теприсен савăнăçне çурмалла пайлаççĕ. Çавăнпа пурнăçĕсем те ăнсах пыраççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)