Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Лагерьте канчĕç

09 июля 2007 г.

 

 Таврара çу кунĕ хуçаланать. Тỹпере сар хĕвел хĕртет. Вăрмансем, садсем, çарансем, улăхсем... симĕс тум тăхăннă. Ачасемшĕн ырă вăхăт. Вĕсем кĕтнĕ хаваслă, ăшă кунсемлĕ каникулта. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсен çуллахи канăвне пĕлсе йĕркелерĕç. Аслă тата вăтам классенче ăс пухакансем музей тунă, йĕркеленĕ çĕрте, шкул йĕри-тавра вырнаçнă лаптăкра, питомникра вăй хураççĕ. Кĕçĕннисем валли социаллă страхованин регионаллă фончĕ шутĕнчен çĕртме уйăхĕ тăршшĕпех "Сывлăх хули" кану лагерĕ ĕçлерĕ, унта 100 ача çỹрерĕ. Вĕрентекенсем лагерь ертỹçипе Н.Козловăпа пĕрле шăпăрлансемшĕн пуян содержаниллĕ кану программи хатĕрлерĕç. Кашни ир 8 сехетрен шкул умĕ ачасен уçă сассипе янăраса тăчĕ. Зарядка, ирхи апат, ун хыççăн тĕрлĕ вăйăсем выляни, калаçусем ирттерни, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнни, экскурсисене çỹрени, циркра пулни вĕренекенсене чунтанах савăнтарчĕ, асра юлчĕ.

Лагерьти кану кунĕ кăнтăрлахи апат çинĕ хыççăн вĕçленетчĕ. Апатне поварсем яланах тутлă хатĕрленĕ. Ушкăнпа канни манăçмасть. Ачалăх кунĕсем кашни пурнăçĕнчех асамлă та илемлĕ, ăшă та çутă. Вĕренекен шăпăрлансемшĕн çуллахи каникулта "Сывлăх хули" кану лагерĕнче пулни савăнăç кỹчĕ, тавра курăма аталанма май пачĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика