09 июля 2007 г.
Выпускниксемшĕн чи йывăр кунсем хыçа юлчĕç. ППЭ тар тăкнă самантсем нумайăшне савăнтарчĕç. "4" тата "5" паллăсем илме, паллах, çăмăлах пулмарĕ. Паян хĕрсемпе каччăсем юратнă шкулпа, хăйсене ăс панă вĕрентекенĕсемпе сывпуллашаççĕ, унта уйрăлу каçĕсем иртеççĕ. Пурнăç малаллах шăвать, вăхăт чарăнми чупать. Ĕнерхи шкул ачисем, паянхи выпускниксем умĕнче анлă çулсем. Халĕ вĕсем пулас абитуриентсем, унтан студентсем. Çамрăклăх _ вăл илемлĕ, ĕмĕтлĕ, юратуллă, шухăшсăр, шухă...
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан кăçал 11-мĕш класран _ 117, 9 класран 102 çамрăк вĕренсе тухрĕ. Пурте вĕсем алла аттестат илчĕç. 11-мĕш класран вĕренсе тухнă А.Краснов, А.Федорова, А.Барышникова, Е.Барышникова, Е.Хвостова, А.Алексеева, А.Ксенофонтова ылтăн, Т.Урукова, Е.Туктанова, Е.Петрова, Е.Самакина кĕмĕл медальсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. 9-мĕш класран вĕренсе тухнă И.Ляллина, В.Лекарев, А.Алеева, Р.Якушева, Р.Шакмаков, В.Барышникова, Е.Федорова, Е.Яковлева, А.Алексеева аттестачĕсенче "5" паллăсем çеç. Вĕсем паян шкул чысĕ. Такăр çул сире, маттур яшсемпе хĕрсем! Ĕмĕтленни пурнăçлантăр, кунăрсем хĕвеллĕ пулччăр!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)