06 июня 2007 г.
Патăрьел ял тăрăхĕнче депутат "лавне" кỹлĕннисенчен пĕри _ Иван Федорович Хитров. Çулĕпе çамрăках мар халăх ыйтăвĕсемпе ĕçлеме кăмăл тунă çын. Çапах та çак обществăлла ĕçе активлă хутшăнса пурнăçлама унăн мехелĕ те, хисепĕ те, ят-сумĕ те çитет.
Германинче çар хĕсметĕнче пулнă хыççăн медицина училищинче фельдшер специальноçне алла илнĕскер, ĕмĕр тăрăшшĕпе тенĕ пекех Патăрьелĕнчи тĕп больницăра рентгено-лаборантра ĕçленĕ. Хăй калашле, тепĕр чухне канмалли кунне те, çĕрне те, юрне-çумăрне те уяман, васкавлă йыхрав пулсан çийĕнчех ĕçе тухса кайнă. Операцие кĕрес умĕн те, çул çинче инкек-синкеке лексен те чăн малтан диагноз лартса васкавлă пулăшу памалла-çке. Пурте вĕсем çын пурнăçĕпе, шăпипе çыхăннă. И.Хитров кăмăлĕпе те, пултарулăхĕпе те, ĕçченлĕхĕпе те, харсăрлăхĕпе те чылай çынна савăнтарать. Çавăнпа-тăр ĕнтĕ район центрĕнчи Ленин проспектĕнче пурăнакансем Иван Федоровича унчченхи евĕр каласан "халăх тарçи" пулма суйланă.
_ Çак пысăк яваплăха, суйлавçăсем мана шаннине питĕ чĕре çывăхне хурса йышăнтăм. Вăйăм-халăм, ăсăм-тăнăм çитнĕ таран вĕсен ыйтăвĕсене татса пама, сĕнĕвĕсене шута илме тăрăшатăп, _ хак пачĕ вăл хăйĕн тивĕçĕ пирки сăмах пуçарсан.
Депутат суйланнă округра пурте тенĕ пекех патшалăх çуртĕнче пурăнаççĕ. Çавăнпа та чăн малтан ун патне коммуналлă ыйтусемпе пыраççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ _ пурнăç условийĕсене лайăхлатма, çурт-йĕр таврашĕнче, картишĕнче тирпейлеме пулăшасси. Акă, юлашки вăхăтра депутат кашни хваттере уйрăммăн, хăйсем тĕллĕн хутса ăшăтмалли çине куçарассипе чылай тимленĕ, пулăшнă. Ун пек чухне ыйтăвĕсем çине-çинех тупăнса пыраççĕ: малтан ирĕкне илмелле, проектне тутармалла, кăмакине туянмалла... Пулăшусăртарах çынсемшĕн çăмăл мар темелле. Паянхи куна унăн участокĕнче пĕр çурт çеç индивидуаллă хутса ăшăтмалли система çине куçайман.
Депутат çуртсем таврашĕнчи çỹп-çап тăкмалли вырăна, обществăлла туалета вăхăтра тирпейлесе, тасатса тăрассине те хăй çине илнĕ. Ку тĕлĕшпе коммуналлă служба ĕçченĕсемпе çыхăнсах тăрать.
Депутатăн тепĕр лайăх енне те палăртса хăвармалла. 65 çулта пулин те спортпа питĕ туслă. Вăл ăста волейболист, пултаруллă шашка-шахматист, йĕлтĕрçĕ, çăмăл атлетика ăсти. Ял, район шайĕнчи кашни спорт ăмăртăвĕнчех унăн хастарлăхне курма пулать. Хăй пуçарăвĕпе вăл район центрĕнче волейболла выляссипе "Сывлăх" ушкăнне туса хунă. Эрнере икĕ хутчен тĕл пулаççĕ вĕсем. Ушкăнта медработниксем те, учительсем те ытти сферăра ĕçлекенсем те пур. Афанасьевсем, Соловьевсем, Каштановсем, Живовсем тата ыттисем те кунта çемьепех çỹреççĕ. Урăхла каласан ĕçлес кăмăл пысăк пулсан тĕп ĕçе те, хушма тивĕçе те кирлĕ пек пурнăçлама, пушă вăхăта усăллă ирттерме пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)