Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Манми эсир, ветерансем, вут-çулăм витĕр тухнисем

08 мая 2007 г.

 

Аслă аттелĕх вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Патăрьелĕнчи палăк умне Çĕнтерỹ кунĕнче çулсеренех йышлă халăх пуçтарăнать. Анчах шел, пирĕн хисеплĕ ветеранăмăрсен речĕ çулран çулах сайралса пырать. Пысăк ял тăрăхĕнче те паян вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисем çирĕм ытла çеç юлнă. Хаçат вулаканĕсене паян вĕсенчен пĕринпе Надежда Александровна Губановăпа паллаштарасшăн.

Патăрьелĕнче çуралса пĕве кĕнĕ вăл. Ача чухнех вулама, çырма юратнă. Çавăнпах пулĕ сакăр класс вĕренсе тухнă хыççăн Елабугăри библиотека техникумне вĕренме кĕнĕ. 1941 çулта вара дипломлă çамрăк специалист Патăрьел педучилищине библиотекаре ĕçлеме вырнаçнă. Анчах та лăпкă та мирлĕ пурнăçра, кăмăлтанах ĕçлесе кайма тивмен. Вăрçă пуçланнă хыççăнах арçынсемпе пĕрлех хĕрсене те пĕрин хыççăн теприне повестка тыттарнă. Чкаловскинче çар хатĕрленĕвĕн курсне пĕтернĕ хыççăн Надьăн та вăрçа кайма ят тухнă. Смоленск фронтне 42-мĕш стрелковăй дивизине лекнĕ вăл.

Медсанбат санитаркин служба çăмăл пулман. Хăш-пĕр чухне пуç тăрринче пульăсем шăхăрса иртнĕ, йĕри-тавра снарядсем çурăлнă, унта та кунта аманнă салтаксем йынăшса выртнă... Çакнашкал условисенче кашни сывă юлнă салтак пурнăçĕшĕн кĕрешме тивнĕ.

_ Çĕрне-кунне уямасăр, куç хупмасăр, çумăр, юр витĕр аманнисене çапăçу хирĕнчен илсе тухаттăмăр. Хăшĕсене паллама та çукчĕ, хĕп-хĕрлĕ юн ăшĕнче выртатчĕç вĕсем. Çапах пурне те çуса тасатнă, суранĕсене çыхнă, госпитале ăсатнă. Алăра вилсе кайнă салтаксем мĕн чухлĕ пулнă-ши тата? Аса илсен паян та хăраса каятăп. Епле чăтнă, тỹснĕ-ши эпир çав вăхăтсене? Шартлама сивĕ хĕллесенче те çĕр пỹртсенче мĕн чухлĕ тăр-тăр чĕтремен-ши? _ йывăр аса илỹ хыççăн хаш-ш! сывласа ячĕ ветеран.

 Вăрçăра хăюлăх, чăтăмлăх, паттăрлăх кăтартнăшăн Надежда Александровнăна Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕн II степенĕпе, "Çарти паттăрлăхшăн", 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн тата ытти медальсемпе те наградăланă.

Надежда Александровнăн килти архивĕнче вуншар çеç мар, çĕршер салам сăмахĕсемлĕ çырусем, открыткăсем упранаççĕ. Ветеран пĕр полкра çарта пулнисемпе те çыхăнăва çухатмасть. Пĕрре çеç мар Смоленскри Хĕрлĕ Ялавлă Суворов тата II степеньлĕ Кутузов орденĕсемлĕ стрелковăй дивизин ветеранĕсен тĕл пулăвне хутшăннă. Дивизин асăну паллисемпе ытти наградисем те йышлă унăн.

Вăрçă чарăнсан, 1945 çулта Надежда Александровна тăван яла таврăннă, мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ. 1955 çулччен район библиотекин заведующийĕ пулнă. Çавăнтах библиотекарьте тăрăшнă, профком ĕçне активлă хутшăннă. Халăх заседательне те суйланă.

Вăрçă чарăннăранпа нумай шыв-шур юхрĕ темелле. Надежда Александровна та тахçантанпах тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Паян вăл килте пĕчченех кун кунлать, вăрăм каçа ирттерет. Шухăша кайса ларнă чухне вара фронтри тусĕсене аса илет. Шел, вĕсенчен те чылайăшĕ пурнăçран уйăрлса кайнă ĕнтĕ. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика