Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Сывлăха ачаран упрама вĕрентетпĕр

04 мая 2007 г.

 

Патăрьелĕнчи шкул-интернат республикăра тата районта иртекен "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие кăмăлтан хутшăнчĕ. Вăл икĕ этаппа пычĕ. Пĕрремĕшĕнче ача çулталăкне халалланă йăлана кĕнĕ "Зарница-2007" çарпа спорт вăййи иртрĕ.

"Ырă ĕçсем" конкурса хутшăнса вĕренекенсем ĕç ветеранĕсемпе паллашрĕç. Темиçе çул ĕнтĕ вĕсем тава тивĕçлĕ учителе Н.Трофимова шефла пулăшу параççĕ.

Иккĕмĕш тапхăр "Çăмăллăн сывла!" девизпа пуçланчĕ. Вăл пирус туртнипе алкоголь сиенĕ çинчен калаçусем йĕркеленипе асра юлчĕ. 93 вĕренекен анкета ыйтăвĕсене хуравларĕ. Хĕр ачасем йăнăш çул çине тăрасран асăрхаттарни те пулчĕ çакă.

Кашни класрах "Сывлăхлă пулатăн _ пурне те тăватăн" уроксем иртрĕç. И.Владимирова вырăс чĕлхипе литературинче "Туртни _ сывлăха сиенлени" темăпа 5-8-мĕш классене сочинени çыртарчĕ. К.Яковлевăпа И.Ланко çĕнтерỹçĕсем пулчĕç, парнене тивĕçрĕç. "Сывлăхлă пул" плакатсен конкурсĕнче С.Полканов, Д.Николаев малти вырăнсене йышăнчĕç.

"Воспитатель тата эпĕ _ спорт çемйи" кану кунĕ иртрĕ. Акци вăхăтĕнче иккĕмĕшсемпе И.Вазюкова "Мойдодыр патĕнче хăнара" уçă урок ирттерчĕ. Пиллĕкмĕшсемпе В.Кудряшов "Космоса çĕнтерни" воспитани занятийĕ йĕркелерĕ. Çиччĕмĕшсемпе Н.Спиридонова "Поле чудес" интеллектуаллă вăйă выляттарчĕ.

Г.Елкин ирттернĕ ăмăртура И.Булатов пуринчен лайăх чупса куртка, И.Ланкопа Г.Петров спорт костюмĕ илме тивĕçрĕç.

Районти тĕп больница ĕçченĕсем ачасен сывлăхне тĕрĕслени те кăмăллă пулчĕ.

Педагогика коллективĕ эрех ĕçни, пирус туртни, наркотикпа усă курни сывлăхшăн хăрушă пулнине вĕренекенсене ăнланмалла, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа парса воспитани пама тăрăшать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика