Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Авторпа тĕл пулчĕç

09 апреля 2007 г.

 

Асра юлакан мероприятисене йĕркелеме тăрăшаççĕ Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра ĕçлекенсем. Хăнара республикăри И.Христофоров пулнăччĕ. Хальхинче хăйсен тĕпелне, "Литературăллă Чăваш Ен: 2005" конкурса кĕнĕ кĕнеке авторне хамăр ентеше, Еншик ялĕнче çуралнă паллă ăсчаха, пултаруллă çыравçа Александр Мефодьева чĕннĕ. Вăл Раççей çыравçисен Союзĕн членĕ "Çилçунат" журналăн Трубина Мархви ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педуниверситетра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Йышпа "Тĕнче пуриншĕн те пĕрре" кĕнекине пахаларĕç. Çав ятпа "Сăвă-юрă манăн чун çуначĕ" выставка йĕркеленĕ.

Çыравçăн пĕрремĕш сăвви 1954 çулхи çурла уйăхĕнче "Авангард" хаçатра кун çути курнă. Пултарулăхĕ кунран-кун амаланса пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ 10-мĕш класс ачи республикăри ялкорсен иккĕмĕш съездне хутшăнма тивĕçнĕ. Унăн сăввисемпе тĕрленчĕкĕсем, очеркĕсемпе статйисем республика хаçачĕсемпе журналĕсенче те пичетленнĕ. Пĕрин хыççăн тепри кĕнекисем кун çути курнă: "Пафос труда", "Алексей Талвир", "Юхать Пăла", "Çилпи çăлкуçĕсем", "Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен ача-пăча литератури" тата ытти те. Александр Иванович кун-çулĕпе тĕплĕнрех Н.Ракова библиотекарь паллаштарчĕ.

А.Мефодьев (Сантăр Аксар _ çак ятпа палăрнă вăл литературăра) поэт юрăçă та. Унăн сăввисемпе чылай паллă композитор 40 ытла юрă кĕвĕленĕ. Вăлах ăста тăлмач та, вырăс, тутар тата мăкшă çыравçисен чылай сăвви-калавне чăвашла куçарнă.

Паллă çыравçăпа курнăçма пухăннисем чылайăн пулчĕç. Вĕсенчен пĕри _ Н.Сурнаева. Нина Алексеевна Александр Ивановичăн ачалăхне аса илчĕ. Унăн сăввипе кĕвĕленĕ "Пĕчĕкрен, пепкерен" юрă паянхи кун Еншик халăхĕшĕн ял тата шкул гимнĕ пулса тăнишĕн савăннине пытармарĕ.

 "Çăкăр" музейĕн директорĕнче чылай çул тăрăшнă В.Киданов А.Мефодьев юлташĕ çинчен вара çапла каларĕ: "Патăрьел çĕрĕ писатель-поэтсемпе пуян. Сана эпĕ Митта Ваçлейĕ, Алексей Талвир хыççăн виççĕмĕш вырăна хурса хисеплетĕп. Пултарулăху пур _ çыр, эпир вулăпăр". Çыравçă та парăмра юлмарĕ. "Тăван чĕлхе", "Ан манăр" сăввисене вуласа пачĕ. Пурте пĕрле "Кăвик-кăвик квакарчăн" юрра шăрантарчĕç.

Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев, Н.Мазякова директор çумĕ кĕнеке авторне татах та тăрăшулăрах ĕçлеме сĕнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика