Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

24 марта 2007 г.

 

Малалла-ха пурнăç, малалла.

Эп пăртак чăваш ятне çĕклесшĕн.

Ман юман пулса кашламалла,

Хунавра эп тивĕç пиçĕхмешкĕн,

Малалла-ха пурнăç, малалла...

_ çак сăвă йĕркипе пуçланчĕ Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта П.Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă районти конференци. Малтанах А.Краснов ячĕллĕ Треньел шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Гаврилова поэт сăввисенчен хатĕрленĕ музыкăпа литература монтажĕ пулчĕ. М.Галкина, Н.Савельева, Р.Романов, Д.Гаврилов, Э.Мирзетзянова вĕренекенсем питĕ ăста вуларĕç вĕсене. Туçари вĕрентỹ центрĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Яковлева П.Хусанкай пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен "Çиçсе тăракан талант" ятпа хатĕрленĕ материала компьютерпа усă курса кăтартрĕ, 1980 çулхи чăваш телевиденийĕн фильмĕпе паллаштарчĕ, поэтăн чĕрĕ сассине итлеттерчĕ.

Юхма тăрăхĕнчи çыравçăсемпе П.Хусанкай хушшинчи туслăх темиçе çула тăсăлнă. Кун пирки шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Хлебникова чарăнса тăчĕ. Вăлах П.Хусанкайăн "Мехел тени мĕскер тени пулать" сăввăн пĕлтерĕшне уçса пачĕ. Вĕренекенсем Юхма тăрăхне халалласа çырнă чăваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç.

П.Хусанкай сăвăç, юрăç çеç мар, чаплă куçаруçă та пулнă. Нăрваш Шăхальти вăтам пĕлỹ паракан шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Павлова поэт куçарăвĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Шекспирăн "Ромеопа Джульетта" трагеди пĕр сыпăкне Нăрваш Шăхалĕнчи Т.Капитоновăпа Е.Калькин выляса кăтартрĕç. П.Хусанкай çырнă, куçарнă сăвăсенчен йĕркеленĕ вулакансен конкурсĕ пурин кăмăлне те каймалла иртрĕ. Вăл 3 ушкăнпа пулчĕ. Чи лайăх вулакансен хушшинче А.Шагарова (Турхан шкулĕ), М.Лаврентьева (Именкасси), А.Сердюкова (Çĕньял) пулчĕç.

5-9-мĕш классем хушшинче Е.Краснова (Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕ), Д.Иванов (Чемен шкулĕ), Т.Таймукова, 10-11 _ Т.Иванова (Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул), К.Соловьева (Ыхра Çырми), А.Федорова (Алманчă) ăста вулакансем пулса тăчĕç. Конференцие хастар хутшăннисене, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам, Треньелĕнчи пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулти литература кружокĕсене хавхалантару хучĕсемпе грамотăсем парса чысларĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика