Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Иртет ĕмĕр ирхи сывлăм евĕр...

17 марта 2007 г.

 

Каç пулттине туйса Юхма урамĕпе васкамасăр, киленсе утатăп. Çулла пулсан кунта сарлака çул айккипе кăп-кăтра "çỹçлĕ" курăк тапса тухать. Кавир тейĕн, ура вăйĕпе пусарăнтарман лаптăксенче вăл кăп-кăпăшка сарăлса выртать. Паян вара кунта аслă çĕр çине мамăк тỹшек сарнă тейĕн. Çур кунĕсем çывхарса килнĕрен те пулĕ, ахахăн-мерченĕн йăлтăртатакан юр пĕрчисем куçа йăмăхтараççĕ.

Аслă çултан пăрăнса ансăр сукмакпа маларах асăрхаттарнă 7-мĕш çурт еннелле утрăм. Ир кỹлĕм курнăçма калаçса татăлнă хавшак чунлă кинемей кун-каçа мана кĕтсе хăшкăлнă пулас. Калитке умне çитсе тăрсанах пỹрте кĕме кăчăк туртрĕ. Паллашса сăмах çăмхине пуçличченех ыйту çине ыйту пачĕ вăл: мĕн çăмăлпа, кам сĕннипе килнĕ, мĕнле ыйту кăсăклантарать тата ытти те. Юлашкинчен çеç манăн шухăша куçран пăхса вуланă евĕр: "Сире эпир Финляндине кайса пурăнни интереслĕ пулĕ-ха...", _ терĕ. Ун хыççăн 84 çулхи О.Петрова самай хулăм аса илỹ дневникне туртса кăларчĕ.

- Фин вăрçи пĕтнĕ хыççăн Патăрьелĕнчи Юхма урамĕнче пурăнакан 12 тĕреклĕ хуçалăх аванрах пурнăçа ĕмĕтленсе тата теветкеленсе пулĕ, Карелофинскине тухса кайрăмăр. Сакăр класс пĕтернĕ хĕрччĕ эпĕ ун чухне. Çавăнпа паян та вăл вăхăтри кашни куна тенĕ пек кинофильмри евĕр лайăх ас тăватăп. Мĕн пур ĕне-выльăхне, чăх-чĕпне, сĕтел-пуканне пуçтарса инçе-инçе çула тухрăмăр. Тĕпелте ларакан арчапа ура айĕнче тăтăшах мăрлатса çỹрекен кушак аçине те хăвармарăмăр. Кил-тĕреше усал-тĕселтен, вут-кăвартан сыхă тăратас тĕллевпе ют çынсене хваттере ярса хăвартăмăр, - ирхи сывлăм евĕр иртсе кайнă кун-çулĕн пĕр тапхăрне аса илсе калаçу пуçларĕ Ольга Васильевна. Çак ушкăнта Яковлевсем, Тихоновсем, Спиновсем тата ыттисем те пулнă. Чылайăшĕ шкула каякан ачи-пăчине те хăварман. Çакнашкал пысăк яваплăха В.Горшкова учительница хăй çине илнĕ.

Çĕнĕ çĕрте Патăрьелсен çĕнĕ пурнăç пуçланнă. Вĕсем пурте вăрçă кĕрлесе иртсе кайнă хыççăн пушаннă çуртсене вырнаçнă. Вăрман ăшĕнчи çуртсем пирĕнни евĕр пĕр тикĕс урамра вырнаçман. Пĕри кунта, тепри аяккарах ларнă. Кỹршĕ-аршăпа пĕр татăк çăкăра та пайлама хăнăхнă çынсене çакă килĕшсех кайман. Вĕсем пикенсех Рявиляки ялĕнче çурчĕсене куçарса урам йĕркеленĕ. Вăхăта вăраха тăсмасăр илсе кайнă выльăх-чĕрлĕхе пĕрле пухса пĕрлешỹллĕ хуçалăх туса хунă. Тырри-пуллине, пахча çимĕçне çитĕнтерсе илме те май тупнă. Нумай та вăхăт иртмен, Патăрьелĕнчи "Юхма" колхозăн çак ятлă тепĕр "пепки" Фин çĕрĕ çинче çуралнă. Хуçалăх председателĕ те хăйсен хушшинченех тупăннă. Çапла вара малтанхи йывăрлăхсене çĕнтерсе пурнăçа самаях сыпăнтарса янă çĕнĕ çынсем. Хăйсем пурăннă ялтах кĕçĕн класс ачисене вулама, çырма, хутлама хăнăхтарнă. Варвара Павловна Горшкова шкул заведующийĕ пулнă, Нина Алексеевна Спинова ачасене вĕрентнĕ. Аслă класра вĕренекенсем вара вун икĕ çухрăма шкула çỹренĕ. Нумайăн пулман вĕсем: В.Горшков, П.Филимонов тата О.Горшкова (Петрова). Пĕрремĕш вĕренỹ çулне ăнăçлах вĕçленĕ ачасем. Колхозĕнче те йĕркеллех ĕç-пуçа сыпăнтарса янă темелле. Чылайăшĕн аякри çĕр-шывра тĕпленсе тымар ярас шухăш та çуралнă. Тавралăхĕ те илĕртỹллĕ, кăмăллă пулнă. Пурăннăçемĕн урамĕ те капăрланнă, тирпейленнĕ. Анчах çапла мал ĕмĕтпе пурннă вăхăтрах Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланнă пирки сас-хура сарăлнă. Ун хыççăнах вĕсене нимĕçсем талпăнса килеççĕ тесе каялла хăвалама пикеннĕ. Тинех мĕн тумалла ĕнтĕ? Патăрьелсем каллех каялла вăрăм çула пуçтарăннă. Лашасем кỹлнĕ урапасем çине мĕн пур ăпăр-тапăрне, пурăнмаллăх ĕçми-çимине тиенĕ. Лавсем хыççăн вара ватти те, вĕтти те нимĕнле шанăçсăрах малалла ăнтăлнă. Пĕр сутка, иккĕ, виççĕ, тăваттă иртнĕ çул çинче... Çыннисем те, умлă-хыçлă пыракан ĕни-сурăхĕ те халран кайнă. Çапах татти-сыпписĕр утнă. Ывăнса çитсен улăм пĕрчи те пĕрене, урпа пĕрчи те утмăл пăт теççĕ те. Халран кайнă ушкăн пĕр пысăк кỹлĕ хĕррине пырса вырнаçнă. Пĕр хуралтăра çемйи-çемйипе ушкăнланса хăйсем валли кĕтес тупнă: пĕрисем вите, теприсем çурт маччи çинче. Çамрăк ачаллисене пỹрте вырăн панă. Вăрçă чарăнасса кĕтсе самаях кунпа çĕре черетленĕ вĕсем. Анчах унăн ахрăмĕ вăйлансах, сарăлсах пынă. 

- Çак кỹлĕ хĕрринчен аттесемпе пиччесене вăрçа ăсатнине паян пулнă пекех куç умне кăларса тăрататăп. Питĕ йывăр уйрăлу пулчĕ вăл пирĕншĕн. Тăван çĕр-шывран пин-пин çухрăм аякра вĕсемпе хурлăхлăн сыв пуллашрăмăр. Çапла вара пирĕн çемьесенчен вăйпитти ар çынсем те сайралчĕç. Çул çинче вĕсемсĕр те йывăр-çке! Çапах мĕн пур вăй-хала пуçтарса каллех малалла талпăнатпăр. Мĕн кăна курмарăмăр-ши çул çинче? Тăшман самолечĕсем çăхан евĕр явăнса çỹретчĕç. Тепĕр чухне татти-сыпписĕр пулеметран пенипе выльăхсем хăраса чăл-пар саланса каятчĕç. Мĕн чухлĕ выльăха çухатмарăмăр-ши çул çинче? Каласа пама та, аса илме те хăрушă, -калаçăва татти-сыпписĕр малалла тăсрĕ Ольга Васильевна. Çулне кура мар кашни вăхăта лайăх та пайăрлă сăнласа сыпăнтарать вăл.

Çапла нушаланкаласа Ленинград çывăхне çитсен вĕсем мĕн пур пек юлнă выльăхĕсене заготскота панă та хăйсем малтан теплушкăпа, кайран Атăл тăрăх баржăпа тăван ене малалла туртăннă. Шупашкартан Канаша, унтан вара мĕн киле çитичченех малтан мала утса çула хыçран хыçа хăварнă. Çакнашкал пулса тухнă Ольга Васильевнăпа пĕрле пулнисен теветкеллĕ çул çỹревĕ. Вĕсен çулĕ çĕршер кĕпер, юхан шыв, тинĕс урлă выртнă.

Вăрçă çулĕсене те пăлханмасăр аса илеймерĕ кинемей. Педучилищĕре вĕреннĕ вăхăтра вĕсене Улатăра окоп чавма янă. Хĕрсем шартлама сивĕре хулăм шăннă çĕре сахал мар лумпа такканă. Шăнса ĕнтĕркенĕ, алă-урана тăм илтеричченех ĕçленĕ, çапах йăйкăшман, пăрахса кайман. Тăраниччен апат та çиеймен, вăхăтра çăвăнса та тасалайман, çапах çакна алă усса парăнмалли сăлтав вырăнне хуман. Хĕр пуççăнах ыттисемпе тан мĕн чухлĕ вăрман кăларман-ши тата! Ахаль те сăмахшăн кивçене кайман Ольга Васильевна çав самантсене пурне те чĕре витĕр кăларса ĕненмелле, интереслĕ каласа пачĕ. Унăн пурнăç историне итленĕçемĕн итлесе ларас килетчĕ.

Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен хисеплĕ профессие алла илнĕ хыççăн малтанласа иккĕмĕш, каярахпа пĕрремĕш вăтам шкулта библиотекарьте ĕçленĕ. Вăрçă чарăниччен пилĕк уйăх маларах Павел Петрович Петровпа çемье чăмăртанă. Хăй те пĕччен çитĕннĕрен-ши, çичĕ ачана алла илнĕ вĕсем. Килĕштерсе те шăкăл-шăкăл пурăннă. Павел Петрович ачасемшĕн юратнă учитель, учительсемшĕн хисеплĕ ĕçтеш шутланнă. Интеллигент çемйине пăхмасăрах яланах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Вĕлле хурчĕсен вăрттăнлăхне те чылай çул тĕпченĕ вĕсем. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн та çак юратнă ĕçе пăрахăçламасть-ха ватă. Упăшки калашле, пахчана тухса вăл ылтăн хуртсемпе чунĕ каниччен, ăшĕ пусарăниччен пуплет. Хăш-пĕр чухне вăл вĕсемпе сăвăласа та калаçать, шăрантарса юрлать те. Вăхăтĕнче артист пулма та ĕмĕтленнĕ-çке-ха вăл! Тĕттĕм çĕрте тĕрĕ тăвакан "хура хĕрсем" çавна илтнĕнех, ăнланнăнах туйăнаççĕ пулĕ çав.

Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть теççĕ. О.Петрова ĕç ветеранĕ çав çула çитсе ĕмĕр тăрăшшĕпе темиçе кукăр та тунă пулĕ. Çапах вăл нихçан та пуçа усман. Ĕмĕрсем каялла пулсан та, ĕмĕчĕсем яланах малалла чĕннĕ. Паян та темиçе хутчен кукамай, асанне пулнă ватă çав хавхаланупах пурăнать-ха. Володя ывăлĕпе кинне кил-тĕрешре те самаях пулăшать. Кайăкла вĕçекен яшлăха аса илсен вара дневникне алла илсе сăмах çумне сăмах хушса малалла шăрçалать.

"Иртет ĕмĕр ирхи сывлăм евĕр,

Çакна эпир кашниех пĕлетпĕр...",

_ тенĕ вăл хăйĕн юлашки пĕр хайлавĕнче.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика