Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Халăх театрĕ çĕнĕ сезонне уçрĕ

20 января 2007 г.

Патăрьелĕнчи халăх театрне йĕркеленĕренпе 35 çул иртнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл куракана вун-вун спектакльпе савăнтарнă. “Нарспи”, “Ялта”, “Айтар” “Çур çĕр хыççăнхи апатлану” драмисемпе, “Кай-кай Ивана” комедипе, “Улькка инкен виçĕ кинĕ” тата ытти спектакльсемпе ăçта кăна çитмен-ши; Пур çĕрте те артистсене тарават кĕтсе илнĕ, пултарулăхне пысăк хак панă. Ахальтен мар асăннă театр Раççей халăх театрĕсен фестивалĕн, Чăваш Республикин халăх театрĕсен фестивалĕн лауреачĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Ăна чылай çул ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Владимирович Дергунов пысăк хавхаланупа ертсе пычĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва кайнă май ĕçлеме пăрахсан, чăнах та, пĕр хушă театр ячĕ-шывĕ илтĕнсех каймарĕ. Унтан театр тилхепине Л.Марковăна шанса пачĕç. Лилия Гурьевнăна, паллах, лава туртма çăмăлах мар, çĕр тĕрлĕ ыйту татса пама тивет. Ку ĕçре ăна В.Дергунов нумай пулăшать. Ветеран театра хăй ертсе пымасть пулин те уншăн пăшăрханать, тăтăшах артистсемпе тĕл пулать, ырă канашсем парать. Нумаях пулмасть театр валли ятарласа “Шĕкĕ” комеди çырчĕ. Вăл пулăшнипе Л.Марковăпа А.Алякин лартрĕç.

Шăпах çак комедипе уçрĕ те театр хăйĕн çĕнĕ сезонне. Маларах “Шĕкĕ” комедине Тăрăн, Чăваш Ишек ялĕсенче кăтартрĕç. Унтан – Патăрьелĕнче.

Юратнă артистсемшĕн тунсăхланă халăх Культура çуртне самаях йышлăн пуçтарăнчĕ. Артистсем хăйсен ролĕсене тăрăшса, ĕнентерÿллĕ вылярĕç. Тĕп сăнара – лесник рольне Чăваш Республикинчи 2-мĕш “Ахрăм” фестиваль дипломанчĕ, Раççей халăх театрĕсен 3-мĕш фестивалĕн лауреачĕ Александр Алякин калăпларĕ. Вăл хăйне чăн-чăн вăрман улпучĕ пек тытакан, чее, укçашăн çунакан çын. Патшалăх вăрманĕпе хăйĕн пурлăхĕ пек усă курать, сутать. Хĕрарăмсемпе аскăнать, юрату вăййи вылять. Хăйĕн еркĕнне – Наçтука тÿлевсĕрех мунча пури, вутă паратăп тесе улталаса пурăнать. Шанать ăна Наçтук (Светлана Катина), хăйне чăнласах юратать тесе шутлать. Хăйĕн йăнăшне кайран çеç ăнланать.

Лесник патне вутă илме килсе хăшкăлнă карчăк рольне вылякансем иккĕн. Пĕри – Раççейри халăх театрĕсен 3-мĕш фестивалĕн Гран-При лауреачĕ Светлана Иванова, тепри – Раиса Сафьянова. Ку хутĕнче Светлана Иванова калăпларĕ.

Лилия Марковăпа Ангелина Кошкина вутă тиеме килнĕ хĕрарăм рольне ылмашăнса выляççĕ. Хальхинче сцена çинче Лилия Маркова пулчĕ.

Куракансем комеди пĕтсен те киле саланма васкамарĕç. Ăна хакласа, артистсене сезон уçăлнă ятпа саламласа район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев сăмах каларĕç, комеди авторне, режиссерне В.Дергунова тав турĕç.

Виталий Владимирович “Шĕкĕ” комеди мĕнле çурални çинчен каласа кăтартрĕ. Ăна вăл хăй пурнăçĕнче тĕл пулнă тĕслĕхе тĕпе хурса калăпланă иккен. Вăл чăннипех те ăнăçлă пулса тухнăшăн В.Дергунова саламлатпăр, татах та комедисем, пьесăсем çырма ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика