02 декабря 2006 г.
тет Пăлакасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Патăрьелĕнче пурăнакан В.Мазяков.
Василий Емельянович 73 çулта пырать, иккĕмĕш группа инваличĕ, ывăлĕпе, кинĕпе тата икĕ мăнукĕпе пурăнать. Сăнпа пăхсан ăна çак çула пама çук-ха, çан-çурăмĕ кĕрнеклĕ, сасси вăйлă та çирĕп. Анчах та икĕ çул каялла утайми пулчĕ. Хулĕсем хуçăлса тĕрĕс мар сыпăннă пирки аллисем çỹлелле çĕкленмеççĕ, пỹрнисем те вылянмаççĕ, хуçлансах тăраççĕ. Çапах та вăл малалла пурăнмалли мелсем тупнах, кил хушшинче шуса çỹрет, апатне те хăех ăшăтса çиме пултарать. Кулса та шỹтлесе çеç тăрать.
Çăмăл пулман Василий Емельяновичăн кун-çулĕ. Йышлă çемьере çуралса ỹснĕскер, çамрăклах хурапа шурра уйăрма вĕреннĕ. Ачаллах ĕçе кỹлĕннĕ. Колхозра лашапа утă-улăм турттарнă, килте ашшĕ-амăшне пулăшнă. Вунă класс пĕтернĕ хыççăн салтака кайнă. Хĕсметре Крымри тинĕс авиацинче пулнă. Салтакран таврăнсан колхозра шофера вырнаçнă. Кĕркунне вара комсомол путевкипе Ворошиловград облаçĕнчи Красный Луч хулине ĕçлеме тухса кайнă. Кунта çамрăксене шахтăна ĕçе вырнаçтарнă. Пыра-киле В.Мазяков Донецкри Дзержинский ячĕллĕ шахтăна куçнă. Çакăнта чăваш каччи Украина хĕрĕпе, пулас мăшăрĕпе, Нелля Мартыновнăпа паллашнă. Нелля - поварта ĕçленĕ, шахтерсене апат çитернĕ. Çапла икĕ чĕре пĕрлешсе пĕр çемье çавăрнă, хваттерлĕ пулнă. Анчах та пурнăç пĕр тикĕс килмест çав, 13 çул шахтăра вăй хунă Василий Емельянович ỹпке чирĕпе чирлеме тытăннă. Çав вăхăтрах унăн тăван амăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Ялта вара пĕчĕк шăллĕпе йăмăкĕсем ашшĕпе анчах юлнă. Пĕр тăванĕсене пулăшас шухăшпа Мазяковсем тăван ене таврăннă. Патăрьелĕнче тĕпленсе иккĕшĕ те ĕçе вырнаçнă. Нелля Мартыновна - общепитра поварта. Василий Емельянович вара хатĕрлев кантурĕнче директор çумĕнче ĕçе пикеннĕ.
Районта пысăк стройкăсем тытăнсан, Василий Емельянович "Чувашсеть-стройăн" Канашри колоннине снабженеца куçнă. Нумай çултан çак ĕçрен тивĕçлĕ канăва тухнă. Пиччĕшĕпе инкĕшĕ пулăшнипе Василий Емельяновичăн шăллĕпе йăмăкĕсем те вĕренсе аслă пĕлỹллĕ специалистсем пулаççĕ. Анчах та Нелляпа Ваççана варта ỹстернĕ ачин сассине кăна илтме Турă пỹрмест.
Нелля Мартыновна 1962 çулта Первомайски больницинче сипленнĕ чухне пĕр çамрăк хĕрарăм ача çуратнă хыççăн вилсе кайнине илтет, çав ача çак больницăрах пулнине пĕлсе пĕчĕк пепкепе çывăх паллашать, ăна пăхма тытăнать. Мăшăрсем çак тăлăх ачана усрава илесси çинчен пĕлтереççĕ. Хутсене пĕтернĕ хыççăн виçĕ уйăхри пепке аттепе аннеллĕ пулса тăрать. Пĕтĕм чун-чĕрепе юратса ỹстереççĕ Мазяковсем пĕчĕк Вовăна. Ывăлĕ сăнĕпе те, пĕвĕ-сийĕпе те патвар та кĕрнеклĕ, каснă лартнă ашшĕ пек çитĕнет. Ашшĕ-амăшĕ ăна вĕрентсе кăларса, пурнăç çулĕ çине çирĕп пусма пулăшаççĕ. Икĕ çул Германинче çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн Тутарстанри Васильево хулинчи автотранспорт техникумĕнче вĕренет. Аллине диплом илсен киле таврăнать, автостанцине ĕçе вырнаçать.
Унтанпа чылай шыв-шур юхрĕ ĕнтĕ. Владимир Васильевич кивĕ автостанцинчен çĕнĕ автовокзал тунă çĕрте вăй хурса ĕçленĕ. 17 çул автовокзал начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Юлашки вăхăтра пассажирсемпе ĕçлет. Кăçал вăл ОАО "АВТОВАС"ăн медальне тивĕçрĕ.
Владимир Васильевичпа мăшăрĕ ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Хăйне ỹстернĕ ашшĕпе амăшне питĕ юратать, хисеплет. Ывăлĕ ашшĕне лайăх пăхать. Мунча кĕртет, çăвăнтарать, тумлантарать. Çуллахи вăхăтра урама илсе тухса уçăлтарать, пур сăмаха та унпа сỹтсе явса канашлать, савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлать. "Эпĕ хама усрав ача тесе пĕрре те шутламастăп, туймастăп та. Вĕсем маншăн чи çывăх çынсем. Аттепе анне пулман пулсан ман шăпа еплерех пулĕччĕ-ши? - тет Владимир Васильевич.
"Нихăçан та сивĕ сăмах каласа кỹрентермеççĕ мана ачасем. Çемье ăшшишĕн питĕ савăнатăп", - тет Василий Емельянович.
Ватă çынна тата мĕн кирлĕ. Ăшă сăмах эмелтен те сиплĕрех иккенне Василий Емельяновичăн кинĕ те лайăх ăнланать. Ватлăх кунра хуняшшĕ канлĕрех пурăнтăр тесе тăрăшать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)