Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Малашлăхпа пурăнаççĕ

02 декабря 2006 г.

 

Патăрьелĕнчи халăх театрĕ 1961 çулта йĕркеленнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл куракана вун-вун спектакльпе савăнтарнă. Ахальтен мар асăннă театр - СССР Писательсен союзĕн дипломанчĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ. Ăна чылай çул Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Дергунов ертсе пынă.

Виталий Владимирович тивĕçлĕ канăва кайнă май театр тилхепине паян Л.Марковăна шанса панă. Лилия Гурьевна хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ спектакльте чылай роль калăпланă. Çавăнпа та ку "пахчана" тин çеç кĕнĕ çын мар вăл. Театр кун-çулне малалла аталантарассишĕн тăрăшать Л.Маркова. Çав вăхăтрах ăна паянхи çĕр тĕрлĕ ыйту кулянтарать. Сăмахран, кăçалтан халăх театрне Патăрьел ял тăрăхне панă. Маларах вăл районти культура пайĕн хỹттинче пурăннă. Артистсем ĕçлес туйăмпа чун-чĕререн хыпса çунни кулленхи çивĕч ыйтусенчен хăтарать. Театра чунтан юратакан çеç çỹрет кунта. Маларах спектакльсене 20-30-шар çын хутшăннă, халĕ вара - вунă çын ытларах. Вĕсен хушшинче сутуçă та, пенсионер та, культура ĕçченĕ те пур. 

- Шел, ар çынсем сахал пирĕн. Çавна май пьесăсем суйланă чух чăрмавлă. Ытларах Н.Угаринăн хайлавĕсене лартатпăр эпир. Çавăнпа та Шăмăршăри халăх театрĕпе туслă çыхăну тытатпăр. Н.Угарин, унта ĕçлекенскер, пире те чылай пулăшать. Паянхи репертуарта виçĕ пьеса. Н.Угаринăн "Ульха кинĕн виçĕ кинĕ", "Савнă кин" тата А.Чебеновăн "Вĕлтĕрен кайăк". Паллах, маларах лартнă спектакльсене те манăçа кăларасшăн мар, - паллаштарать театр кун-çулĕпе Л.Маркова ертỹçĕ.

 Тепĕр çул Турцире Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăх театрĕсен фестивалĕ иртет. Унта хутшăнма Патăрьелсене турккăсем хăйсем чĕннĕ. Республика чысне хỹ-тĕлесси, паллах, пысăк шанăç. Фестивале хутшăнма тăратнă спектакль куракана пур енĕпе те тивĕçтермелле-çке. Патăрьел халăх театрĕ инçе çула тухма Н.Угаринăн "Савнă кин" юрă-ташăллă камитне суйланă. "Артистсем пултаруллă пирĕн, ертỹçĕ те тăрăшуллă. Çавăнпа малашлăхпа пурăнатпăр, Турцие те çитесчĕ", - терĕ районти культурăпа кану центрĕн пуçлăхĕ А.Овчинникова.

Л.Маркова каланă тăрăх, çывăх вăхăтра театр сезонне уçасшăн. Артистсем çуллахи кану хыççăн куракана каллех хăйсен ытамне пуçтарĕç. Иртнĕ çулсенче вĕсем спектакльсемпе кỹршĕ районсене кăна мар, Ульяновск облаçне, Тутар республикине те тухса çỹренĕ. Транспорт ыйтăвĕ çивĕч пулмасан кăçал та вĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарасшăн.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика