04 октября 2006 г.
Герман Кокель ятне халĕ нумайăшĕ пĕлеççĕ. Вăл, И.Яковлевпа Н.Никольский вĕренекенĕ, Алексей Кокель паллă художникăн тăван шăллĕ, Турханта çуралса ỹснĕ, Чĕмпĕрте, Хусанта, Петербургра вĕреннĕ. Большевиксем хуçаланнă тискер самана тарçисем ăна халăх тăшманĕ тесе 1937 çулта персе пăрахнă.
Герман (Григорий) Кокель Патăрьелĕнче учитель, каярахпа чиркỹре псаломщик пулса ĕçленĕ, çакăнтах çемье çавăрнă. Çавна шута илсе, Патăрьел чиркĕвĕнче ĕçлекенсем ун ячĕпе тепĕр престол лартнă, пĕчĕк чиркỹ хушса тунă.
Çĕнĕ престола кĕл туса тасатма Улатăр хулин хальхи епископĕ, Чăваш епархийĕн викарийĕ, çамрăк архиерей Савватий владыка килчĕ. Престола сăвапланă хыççăн владыка ун çине антиминс хучĕ. Тĕлĕнмелле пулин те, çак антиминса хăй вăхăтĕнче Герман Кокель кĕл туса тасатнă. Улатăр епископĕ пулма святой Герман ячĕпе хушса тунă çĕнĕ чиркỹпе ун престолне кĕл туса тасатма Улатăр хулин черетлĕ тепĕр епископĕ Савватий владыка, святой Герман ĕçне малалла тăсакан тата унăн преемникĕ, тивĕçлĕ пулнă.
Герман Кокель ячĕпе ирттернĕ аслă кĕлĕре - литургинче- тĕрлĕ районсенчен килнĕ священниксемпе чиркỹ çыннисем йышлăн пулчĕç.
Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Герман Кокеле вĕлернĕ кун, ун ячĕпе чиркỹсенче аслă кĕлĕ пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)