Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çĕнĕ технологисемсĕр аталану çук

08 ноября 2022 г.

 Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта районти вĕрентỹ организацийĕсенчи библиотекарьсен канашлăвĕ иртнĕ. Вăл "Библиотека ĕçĕ-хĕлне çĕнĕ технологисене кĕртни информациллĕ вулав центрне йĕркелеме май парать" темăпа пулнă.

Мероприяти умĕн семинара хутшăннисем шкул библиотекипе паллашнă. Унта ачасен ỹкерчĕ- кĕсен, алă ĕçĕсен выставкисене пăхнă.

 Семинара район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика пайĕн методисчĕ Татьяна Макова уçнă. Вăл патшалăх вĕрентỹ стандарчĕн çĕнĕлĕхĕсене ĕçе кĕртмелли тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Унтан шкулти педагог-библиотекарь Лариса Еслюкова хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарнă.

Ачасен вулав интересĕсене ỹстерес, йăлана кĕнĕ ĕç мелĕсемпе усă курас, информаци технологийĕсене мала хурас енĕпе мĕнле ĕçленине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Оксана Смирнова библиотекарь каласа панă.

Е.Николаевăпа Е.Макарова вĕренекенсем Л.Еслюкова библиотекарьпа пĕрле "Чăваш Енĕн паллă çыннисем" презентаци кăтартнă. Технологи учителĕ Наталия Никитина семинара хутшăнакансемпе кĕнеке хушшине хĕстермелли хатĕр ăсталас енĕпе мастер-класс ирттернĕ.

Мероприятие явăçнисем хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртнă.

 А. ИВАНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика