14 октября 2022 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн 9 класĕнче вĕренекенсем Шупашкарти аграри университетĕнче пулчĕç. Ачасем экономист, зоотехник, ветеринар профессийĕсемпе, банк ĕçĕпе паллашрĕç. Вĕрентỹ лабораторийĕнче пулчĕç. Сĕт продуктĕнчен сыр, мороженăй тата ыттине тумалли технологие тишкерчĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем илĕртỹллĕ мастер-класс занятие кĕчĕç.
Ветеринари клиникине, анатоми музейне çитсе курни те кăсăклă пулчĕ. Вĕсенче преподавательсем тишкерỹллĕ экскурси йĕркелерĕç, экспонатсемпе паллаштарчĕç. Фармакологи лабораторине кăтартрĕç. Вĕренекенсемпе педагогсем инженери факультечĕпе те паллашрĕç. Экскурси хыççăн алла аттестат илсессĕн аграри университетне çул тытас кăмăллисем те пулчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)