26 августа 2022 г.
Юхмапа Пăла тăрăх хăйĕн "сăпкинче" чылай мухтавлă çынна ỹстернĕ. Вĕсем хушшинче район аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнисем те нумай. Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра та кунтах пурăнакан Геннадий Ялуков та çак йышрах. Чылайăшĕ ăна Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбиначĕн директорĕ пек пĕлеççĕ.
"Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара, Макăрсан пыл хумарăн тута-çăвара"
Сентябрĕн 10-мĕшĕнче 73 çул тултаракан Геннадий Димитриевича шăпа пуçран шăлсах тăман, хăйĕн чĕрçи çинче те сиктермен. Ачаллах ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ, каярах ăна шăпах çакă йывăрлăхсене çĕнтерме, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшнă.
- Тете - 9, эпĕ - 6, шăллăм виçĕ çулта чухне анне вилчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тата кайран та механизаторта тăрăшнă. Вырма вăхăтĕнче çывăх çыннăм тытса пыракан комбайна вут хыпнă, çунса кайнă. Анне питĕ вăйлă хăранăран чире кайса вилнĕ. Ăна паллакан, пĕлекен çынсем вăл питĕ лайăх çын пулнă тесе аса илетчĕç. Кăмăлĕпе ырă пулни пурнăçри пĕр тĕслĕх те çирĕплетет. Атте иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пĕрремĕш кунран пуçласа вĕçне çитичченех çапăçнă. Фашистсене çапса аркатнă хыççăн, киле таврăнмалли вăхăт умĕн анне патне çыру çырнă, хăй аманнине, хăрах аллипе ури çуккине юри шỹтлесе пĕлтернĕ. Чун панă çыннăм ăна пĕрех кĕтнине, хуть мĕнле пулсан та йышăннине çырса янă. Атте çак хыпар хыççăн нумай та тăман, тăван тăрăха таврăннă.Чĕрĕ, сывă, пурте тĕрĕс-тĕкел. Вăл килне çитичченех Кĕçĕн Патăрьепĕнче пурăнакан Александра Михайловна Андреева савнă хĕрĕ патне кĕнĕ. Кайран иккĕшĕ пĕрле аттен тĕп çуртне, Патăрьелне, кайнă. Çапла пĕр çемье çулĕпе утма пикеннĕ, - тесе аса илчĕ Геннадий Димитриевич ашшĕ-амăшĕ пирки.
Виçĕ ачапа тăрса юлнă урçана çăмăл пулман, çавна май Татмăш хĕрĕпе мăшăрланнă. Вăл фермăра вăй хунăран ачасен ăна пулăшма çỹреме тивнĕ. Куллен тенĕ пек ирхи тăватă сехетре тăрса выльăх пăхма утнă. Унти ĕçе вĕçленĕ хыççăн шкула вĕренме кайнă. Уроксем хыççăн татах выляса та чупса çỹреймен - витене каймалла пулнă. Ĕшенсе таврăннă арçын ачасен урокĕсене тума та вăхăчĕ те сахалтарах пулнă, апла пулин те май пур таран учительсем паракан пĕлĕве ăша хывма тăрăшнă.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1970 çулта Г. Ялуков Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне ăс пухма кĕрет.
- Направленипе манăн Сахалина ĕçлеме каймаллаччĕ, анчах чунăм Патăрьелнех туртатчĕ. Диплом умĕнхи практикăра эпĕ "Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техники" организацинче пулнăччĕ. Николай Афанасьевич Носов управляющиччĕ, Леонтий Никифорович Раськин инженерччĕ, вĕсем мана кунтах кĕтнине пĕлтернĕччĕ. Çапла вара ют çĕре каймарăм, тăван тăрăхах таврăнтăм. Контролер-мастерта ĕçлеме пикентĕм, - терĕ хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарнă май Геннадий Димитриевич.
Ят-сумне ĕçпе çĕкленĕ
Çамрăка тăрăшулăхне кура должность картлашкисемпе те ỹстерсе пынă. Инженер-нормировщикра, аслă инженер-технологра, управлящи çумĕнче вăй хунă. Ĕçленĕ вăхăтрах пĕлĕвне те анлăлатнă. Краснодарта инженерсен квалификацине ỹстермелли программăна алла илнĕ. Ленинградри (халĕ Санкт-Петербург) ял хуçалăх институтĕнче квалификацине ỹстерекен факультетра, Пĕтĕм Раççейри ертỹçĕсем хатĕрлекен институтра (Мускав хулинче) ăс пухнă.
1989 çулта Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбинатне ертсе пыма директор кирли пирки хыпар тухсан Геннадий Ялуков хăйне çак тивĕçре тĕрĕслесе пăхма шут тытать. Унăн кандидатурине ырласа йышăнаççĕ. Суйлавра шăпах вăл çĕнтерет.
- Пурнăçра Леонтий Никифорович Раськинпа юнашар ĕçлеме тивнишĕн питĕ савăнатăп. Унпа пĕрле 20 çула яхăн тăрăшрăм. Вăл чăн-чăн тĕрев, питĕ лайăх организатор пулнă. Çавăн пекех "Ял хуçалăх химийĕ" организацие ертсе пынă, каярах район пуçлăхĕнче тăрăшнă Василий Дмитриевич Петров та питĕ ăслă та пултаруллă çынччĕ. Вĕсем маншăн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Директорта вăй хума пикенсен Леонтий Никифоровичпа Василий Дмитриевич ăс вĕрентсе каланисене яланах асра тытнă, - терĕ калаçăва малалла тăсса Г. Ялуков.
Геннадий Димитриевич çăмăл мар лава кỹлĕннĕ чухне апат-çимĕç комбиначĕ хавшама пикеннĕ пулнă, цехсем йĕркеллĕ ĕçлемен, техника та çитмен, пуррисем те юсавсăр тăнă. Канашран сахăр песукĕ, çăнăх тракторпа турттарнă. Техникăна Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникинче тĕплĕн юсаттарма тивнĕ. Çавăн пекех хатĕр продукцие валеçекен ГАЗ-52 маркăллă автомашинăна та çĕнетнĕ. Сăмах май, унпа чылай çул Миназым Алеев ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн техникăна хăйнех панă
- Ĕçе пикенсенех дисциплинăна çирĕплетме тиврĕ. Комбинатра чăваш, тутар халăхĕ килĕштерсе ĕçлетчĕ. Плана тултармалла чухне канмалли кунсенче те тухатчĕç. Сăмах май, пĕрремĕш çулхине базăна çирĕплетме тивнĕрен палăртнă чухлĕ тавар кăларайманччĕ, анчах ун вырăнне ытти çулсенче ытлашшипех те пурнăçласа пынă. ЗиЛ, "Жигули" автомашинăсем туянтăмăр. Продукци калăпăшне те ỹстертĕмĕр. Апат-çимĕçе тăватă района ăсатнă. Комбинатра виçĕ сменăпа 70 çын тăрăшатчĕ, - тесе пĕлтерчĕ Г. Ялуков.
Тăрăшуллăхне кура Геннадий Димитриевич 2002 çулта "Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илнĕ. 1985 çулта вăл Чăваш АССРĕн патшалăх ял хуçалăх техникин комитечĕн йышăнăвĕпе республикăри машинăпа трактор паркне пăхса тăракан управляющин чи лайăх çумĕ те пулнă. 2019 çулта Патăрьел ял тăрăхĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе Г. Ялукова "Патăрьел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ятпа чысланă. Ытти шайри сумлă Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те чылай.
Тỹрĕ кăмăллă, хастар ентеше халăх та яланах шаннă. 1991,1997, 2006, 2010 çулсенче Патăрьел ял тăрăхĕн депутачĕ, 2019 çулта Патăрьел ялĕнчи Гагарин урамĕнче староста пулма суйланă. Асăннă тивĕçсене пурнăçланă чухне район аталанăвĕшĕн сахал мар ĕç тунă. "Кивелнĕ çурт-йĕр" программа районта ĕçлесе кайнинче те унăн тỹпи пур. –
Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи çул путăк-шăтăкланса пĕтнĕччĕ. Ку çулпа "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне çỹрекенсем те нумай. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа сăмах хускатрăм. Рудольф Васильевич ыйтăва татма май тупрĕ. Паян çатма пек тикĕс çулпа çỹреме те кăмăллă.
Эпĕ района чун-чĕререн юрататăп, çавăнпах хамăн пурнăçа та тăван тăрăхпах çыхăнтартăм. Мана Шупашкара министерствăна та ĕçлеме чĕннĕччĕ, каймарăм, - тет Г. Ялуков.
Геннадий Димитриевичпа мăшăрĕ хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Çакна та палăртса хăварас килет: Валентина Изосимовна та пенсие кайичченех Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбинатĕнче тăрăшнă.
Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбиначĕн историйĕ
Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбиначĕ 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Чкалово ялĕнче (халĕ Шăнкăртам) йĕркеленнĕ. Кунта çĕр улмипе сухана типĕтнĕ, пĕремĕк пĕçернĕ, пан улмирен варенипе повидло хатĕрленĕ. Пур ĕçе те йăлтах алă вĕççĕн пурнăçланă, кăмакасене вутăпа хутнă.
Республикăра районсене пĕрлештерме пуçласан район центрне Патăрьелĕнче туса хунă, çавна май апат-çимĕç комбинатне те кунта куçарнă. Ăна валли çĕр уйăрнă. Чи малтанах кондитер цехне тунă, каярах алкогольсĕр напитоксен цехĕхута кайнă. 1963 çулта хуçалăх хăй вăйĕпе пысăк пахалăхлă çăнăх авăртакан арман çĕкленĕ.
Комбинат директорĕнче Б. Ахметов, З. Феизов, М. Карама, К. Шрша, А. Поляков, Ф. Моисеев, Н. Нурсов, Г. Ялуков ĕçленĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)