09 августа 2022 г.
Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садне çитĕнекен ăру яланах хавас кăмăлпа çỹрет. "Теремок" ушкăнра - 2-3 çулсенчи ачасем. Вĕсем те кунти йĕркене хăнăхса çитрĕç ĕнтĕ. Тăрăшуллă воспитательсемпе, тантăшĕсемпе кичем мар вĕсене.
Çулла - чи илемлĕ вăхăт. Ачасене çавна май ытларах уçă сывлăша илсе тухма тăрăшатпăр. Вĕсен тавракурăмне анлăлатма тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр, вăйăсем вылятпăр. Пĕчĕкскерсене тăван тавралăха юратма, çут çанталăк илемĕпе киленме, унăн пуянлăхне упрама вĕрентетпĕр. Тĕрлĕ хурт-кăпшанка, ỹсен-тăрана сăнатпăр.
Уçă сывлăшра ачасем вăйăсем выляма хăнăхаççĕ. Уйрăмах "Тилĕпе хурсем", "Кайăкла", "Йăвана туп" вăйăсене кăмăллаççĕ.
Юрра-ташша вĕренеççĕ. Кашни ачан сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе хусканусем тăватпăр, сикетпĕр, чупатпăр, эстафетăра ăмăртатпăр.
Ачасен ашшĕ-амăшĕпе те час-часах пĕчĕкрен сывлăха упрамалли пирки калаçусем йĕркелетпĕр.
Ача садĕнче кĕçĕннисен пурнăçĕ хаваслă иртет.
Н. ОРЛОВА, воспитатель.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)