Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Шкул директорĕ ăнăçу вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать

03 июня 2022 г.

 Людмила ЛЯЛИНА: Кашни ачан чунĕ патне çул тупаççĕ, вĕсен вĕренес кăмăлне çĕклеççĕ. Пурнăçра кам пулассине ăнланма пулăшаççĕ. Йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасем шкула ирсерен мĕнле кăмăлпа килнине пĕлсе тăраççĕ... Патăрьелти 2-мĕш шкул вĕрентекенĕсем пирки Учитель хăйĕн предметне кăна пĕлни çителĕкĕр Кашни ачан чунĕ патне çул тупаççĕ, вĕсен вĕренес кăмăлне çĕклеççĕ. Пурнăçра кам пулассине ăнланма пулăшаççĕ. Йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасем шкула ирсерен мĕнле кăмăлпа килнине пĕлсе тăраççĕ...

Патăрьелти 2-мĕш шкул вĕрентекенĕсем пирки сăмах пырать. Паян унăн директорĕпе Людмила Лялинăпа шкул епле майпа çавăн пек лайăх ĕçлени тата ытти пирки калаçăпăр

- Людмила Васильевна, шкул картишĕнче строительство ĕçĕсем пынине асăрхарăмăр, стадион тăватăр-и?

— Çапла. Спорт лапамĕ тума ыйтса 2018 çултах пуçарупа тухнăччĕ. Проекта республикăна ятăмăр - май килмерĕ. Федераци программине кăçал кĕтĕмĕр. Сметăпа килĕшÿллĕн 10 миллион тенкĕлĕх ĕçсем тума палăртнăччĕ. Хальхи хаксемпе ытларах та тăкакланать. Искусственнăй сийлĕ минифутбол уйĕ, чупмалли çулсем, тăршшĕне сикмелли, волейболла, баскетболла вылямалли лапамсем тата ытти те пулĕç унта. Шупашкарти пĕр шкулта эпĕ çавнашкал стадион курнăччĕ те епле майпа ăна хута янипе кăсăкланнăччĕ. Вĕсем «пуçаруллă бюджет» программине кĕнĕ, спонсор тупса малтан хăйсем укçа хывнă. Пирĕн ун пек тума май килменнине ăнлантăм. Халăхран укçа пуçтарса патшалăх çуртне юсани тĕрĕсех те мар. Кунта пирĕн уйрăм çын тытса тăракан шкул мар вĕт. Эпир ашшĕ-амăшĕнчен укçа пуçтараймастпăр. Вĕсен шучĕпе сăрă та туянмастпăр. Патшалăх пулăшăвне шанатпăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пире яланах ăнланать, пулăшать. Учредитель пирĕн нушана курмасан-илтмесен аталанма йывăр. Эпир хамăр енчен лайăх кăтартусемпе савăнтаратпăр. Тĕслĕхрен, пирĕн патра республикăри «Шкулти спорт клубне суйларăн» проектăн сăнавлă лапамĕ ĕçлет. Ачасем хушма пĕлÿ илеççĕ. Çăмăл атлетика, волейбол, ытти секци ĕçлеççĕ. Юлашки икĕ çулта волейболистсен команди республика шайĕнче чемпион ятне ямасть. Çăмăл атлетикăра та ачасем çитĕнÿсем тăваççĕ. Тахçан пĕрре кăна мар, тăтăшах. Çĕнĕ спорт лапамне кăçал кĕркунне туса пĕтермелле.

- Шкула юсама палăртнă-и?

- Инфратытăм пирĕн хальхи вăхăтпа килĕшсе тăмасть. Шкулĕ 1971 çулта хăпартнăскер. Ăна колхоз мелĕпе, нимелле, тунă та сăн-сăпачĕпе вăл ытти шкул пек мар, урăхларах курăнать. Эпĕ кунта ĕçлеме килнĕренпех ăна çĕнетес тесе тăрăшатăп. Чÿречесемпе алăксене ылмаштартăмăр. «Ÿсĕм вырăнĕ» проекта кĕрсе икĕ кабинета çĕнетрĕмĕр. РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă «Вĕрентÿ» наци проекчĕн программисем юсав ирттерме май туса параççĕ халĕ. Капиталлă юсав валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе экспертиза витĕр кăлартăмăр ĕнтĕ. ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров шантарчĕ: эпир 2024 çулхи программăна кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн шалта юсăпăр, тăрă улăштарăпăр, никĕсе çирĕплетĕпĕр, хутса ăшăтмалли тытăма çĕнетĕпĕр, фасада илемлетĕпĕр. Кун хыççăн шкул тавралла хăтлăх кĕртĕпĕр. Карта та тÿне-тÿне каять авă, тротуарсем ишĕлеççĕ… Вĕсене тепĕр проектпа килĕшÿллĕн юсамалла. Кун валли 25 миллион тенкĕ пăхса хунă.

-Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч-и?

- Эпĕ ĕçлеме тытăннăранпа коллектив 11% çĕнелчĕ. Районти шкула килнĕ çамрăк специалистсен шучĕ пирĕн патра - чи пысăкки. Кадр политикине йĕркеллех тытса пыратпăр. Эпĕ унчченхи ĕçре кадрсем суйлассипе ĕçлеттĕм те ку маншăн питĕ çывăх тема. Акă Ляйсан Мухаметзяновăна чĕнтĕм те хирĕçлемерĕ - çум пулса ĕçлет халĕ. Икĕ аслă пĕлÿллĕ çамрăк специалист вăл. Тепĕр çум — Валентина Солдатова, унччен ялти шкулăн директорĕччĕ. Эпĕ хамăн пурнăçра нумай çамрăка ертÿçĕ пулма вĕрентнĕ. Районĕпе 100-шер специалист манăн алă витĕр тухнă. Кирек епле организацие кĕрсен те хамăн вĕрентекенсене курма питĕ кăмăллă.

 – Сирĕн шкулта агрокласс ĕçлет. Кун пирки тĕплĕнрех каласа парăр-ха.

- Эпĕ киличченех, 2016 çул вĕçĕнче, уçнă ăна. Ял шкулĕсенче тĕрĕс наукăсене вĕрентес шай кăштах уксахлать. Çав сăлтавпах инженерипе техника енĕпе вĕренме каякан сахал. Аслă шкулсем çĕр-çĕр бюджет вырăнĕ уйăраççĕ. Анчах шкулта физика, математика япăх вĕрентнине пула ял ачи унта кайма хăрать. Шкултах техника енĕпе лайăх хатĕрлемесен вăйлă специалист пулма çук. Проект хута кайнăранпа 66 çамрăк çак класран вĕренсе тухрĕ. Агрокласа пирĕн шкул ачисем кăна мар, Пăлапуç Пашьел, Сăкăт, Нăрваш Шăхаль, Пикшик, Аслă Чемен… ачисем çÿреççĕ. Дистанци мелĕпе вĕренеççĕ. Кашнинех сайтра харпăр хăйĕн кабинечĕ пур. Унта вĕсене виçĕ предметпа - математикăпа, физикăпа, биологипе — заданисем параççĕ. Математикăна пурте вĕренеççĕ. Физикăна е биологие суйлаççĕ. Çак предметсене тарăнрах шĕкĕлчеççĕ вĕсем. Вăхăтран-вăхăт тест ирттереççĕ. Усси пурах — çакă патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче те курăнать. Медфака кĕрес текенсемшĕн те лайăх. Аграри университечĕн лабораторийĕсене экскурсие кайса курни мĕне тăрать! Пирĕн агроклассниксенчен 7 çамрăк аграри университетне вĕренме кĕнĕ. Кăçал 5-мĕш выпуск пулчĕ. Пирĕн шкултан 15 ача унтан пĕлÿ илсе тухрĕ. «Агрокласс» — пирĕн шкулăн проекчĕ кăна мар, республикăра ун пекки — 22. Вĕсен шутне кăçал тата ÿстересшĕн.

- Пирĕн республика ытларах аграри енĕпе ĕçленипе çыхăннă-ха ĕнтĕ ку.

- Çамрăксем ял хуçалăхне каясшăн мар тесе ÿпкелеççĕ-ха. Çапах вăйлă аталанакан предприятисене, шалу аван тÿленĕ çĕре, пыраççех вĕсем. Çынсене халĕ хам та «аграри» теме хăнăхтаратăп. Пуçра чылайăшĕн «сельхоз», «колхоз» тени «навус» сăмаха аса илтерет. Техникум, университет представителĕсем пирĕнпе, шкул директорĕсемпе, тĕлпулу ирттернĕ чухне: «Пире воспитани илнĕ, ĕçрен хăраман ачасем ÿстерсе парăрха. Çĕр ĕçĕпе туслаштарăр, шкул çумĕнчи лаптăкра вăй хуччăр. Ял ачи çĕр ĕçĕнчен ан йĕрĕнтĕр. Сирĕнтен çакă кăна кирлĕ пире. Вĕсенчен специалист, профессионал эпир хамăрах тăватпăр», - терĕç. Пире хамăра шкулта вĕрентнĕ чухне çак практика витĕр кăларнă. Манăн аттестатра хушма пĕлÿ илнĕ специализаци те пур: анлă профильлĕ тракторист-машинист. Пирĕн колхозсем шкулсăр çĕр улми те пуçтарса кĕртеймен. Эрни-эрнипе уйра çĕр улми пуçтараттăмăр. Пĕрех «5»-пе вĕренмелĕх те, кайран университета кĕмелĕх те ăс çитнĕ. 10-11-мĕш классене чи чăтăмлисем кăна суйланса юлаççĕ. Аслă шкулсем хăйсем патне чи ăслисене, чи пултаруллисене йышăнасшăн агитацилеме килеççĕ. Ăслă çамрăксемшĕн халĕ «сунар» пырать.

- Инфратытăм çĕнĕ мар терĕр, çапах кăтартусем аван. Мĕнрен килет ку?

- Пирĕн шкулăн «питне» кăна якатмалла, оборудованисем пĕтĕмпех пур. «Хушма пĕлÿ валли - çĕнĕ вырăнсем» программăна кĕтĕмĕр. 1 миллион тенкĕлĕх оборудовани туянтăмăр. Цифра лабораторийĕ хута кайнă хыççăн биологи, физика вĕрентме тата урăхларах мелсем пур халĕ. Компьютер класĕ те çĕнĕ. Учительсем вăйлă пирĕн. Ĕçлес текенсемпе, командăпа тăрăшатпăр. Ачасем 7 ялтан килеççĕ, вĕсене 3 автобус илсе çÿрет. Пĕр енчен лайăх ку: ялта юлнă Ломоносовсене хамăр патра тупатпăр. Пĕчĕк ялсенче питĕ пултаруллă ача нумай. Пысăк шыв та пĕчĕк шыв юххипе тулать теççĕ. Пăла тăрăхĕнче 39 ял вырнаçнă. Мĕн чухлĕ вăйлă çын тухнă вĕсенчен! Эпĕ килнĕ чухне шкулта 300 ача вĕренетчĕ, халĕ - 416. Ачисене кунта яни пире шаннине пĕлтерет. Килес текен тата пур, анчах вырăн çуккипе йышăнаймастпăр. Вăйлă шкулта аталану та лайăхрах. Пысăк коллектив çынна якатать. Ялсенчен килнисем малтанах хăйсене хăюсăр тытаççĕ, калаçмаççĕ. Вĕсене хăнăхма йывăртарах. Психолог пек те калама пултаратăп: çын аталанăвĕнче ăçта, камсен хушшинче пурăнни пысăк витĕм кÿрет.

- Çитес вĕренÿ çулĕнче 1-мĕш класа миçен килĕç?

- Вырăн çитмен пирки икĕ класран ытла йышăнаймастпăр. Тепĕр класлăх та ача пуçтарма пулатчĕ. Учителĕсем те пур. Хăшĕпĕри икшер пĕлÿллĕ, хăйсен предметне, кĕçĕн классене вĕрентме пултараççĕ.

- «Юнарми» хастарĕсем çине пăхсанах мăнаçлăх туйăмĕ çуралать.

- Районти ача-пăча пултарулăхĕн çурчĕ çумĕнче вĕсен штабĕ пур. Ертÿçи — Виктор Антипов - пирĕн шкулта ОБЖ вĕрентет. Юхăмра ытларах - хамăр ачасем. Кашни çулах «Орленока», «Зарницăна», парада хутшăнаççĕ вĕсем. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче хурал тăраççĕ, палăк умне чăрăшран тунă гирлянда хураççĕ. Çамрăк ăру ячĕпе сцена çинчен чуна тивмелле сăмах каланă чухне çынсен куççуль тухать. Республика ăмăртăвĕсенчен яланах çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Çарпа патриотлăх теми халĕ пушшех çивĕч. Çар училищине вĕренме кĕнисем нумаййăн пирĕн, кăçал каяс текенсем те пур.

- Хальхи учителĕн мĕнле пулмалла?

- Тĕнче аталанать, учителĕн те унран юлмалла мар. Анчах хăшне-пĕрне улшăнмашкăн йывăр. Уйрăмах аслă ÿсĕмрисем çĕнĕлĕхе йышăнаймаççĕ. Çамрăксем пурнăçа урăхларах кураççĕ. Учитель предмета кăна пĕлни çителĕксĕр, аналитика, прогноз тума пĕлмелле унăн. Хальхи ачасемпе çĕнĕ мелсемпе ĕçлемелле. Хамăрăн йăнăшсене, çитменлĕхсене йышăнма йывăр паллах. Анчах вĕсене курмăш пулни аталанма чăрмантарать. «Эсĕ лайăх учитель», «эсĕ лайăх ача» тенине пăрахăçланă ĕнтĕ. Лайăх вăл миçепе виçĕннине кăтартмалла.

- Тата мĕнле тĕллевсем лартатăр?

- Пĕлтĕр ФИОКО йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн эпир резильентлă шкулсен шутне кĕтĕмĕр. Чăваш Республикинче ун пек шкул — 5. Пысăк кăтартуллă шкул ятне тивĕçнĕ май çак картлашка çинчен анмалла мар. Инфратытăм пулатех. Хальхи йышши оборудованисене те параççĕ. Çемьесемпе пĕрле тăрăшса ачаран патшалăха юрăхлă çын тумалла. «4-5»-пе вĕренни кăна кирлĕ мар. Юрлаканни юрлатăр, ташлаканни ташлатăр… Çут çанталăк кама мĕнле пултарулăх панă, çавсене тупса малалла аталантармалла.

- Эсир — наука ĕçченĕ, пысăк квалификациллĕ ертÿçĕ. Хăвăр ĕç çинчен тата мĕн калама пултаратăр?

- Пединститутра вĕреннĕ вăхăтра наука обществин председателĕн ĕçне йĕркелесе пытăм. Алла хĕрлĕ диплом илнĕ хыççăн мана М.Чернов профессор, А.Сергеева доцент аспирантурăна кĕме сĕнчĕç. Икĕ çул чăваш тата вырăс чĕлхисен кафедринче ĕçлерĕм. Ăсчах пулас ĕмĕте И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьелти филиалне ĕçлеме килсен пурнăçлама май килчĕ. 2006 çулта Чĕмпĕрти патшалăх университетĕнче педагогика кандидачĕн диссертацине хÿтĕлерĕм. Манăн 50 ытла наука ĕçĕ пичетленчĕ. Аслă преподавательтен кафедра профессорĕ таран çитрĕм. 2008 çулта педагогикăпа психологи кафедрин доценчĕн ятне тивĕçрĕм. 18 çул аслă вĕренÿ учрежденийĕнче вăй хутăм, çав шутран 13 çулне - Патăрьел филиалăн директорĕнче. 2017 çултанпа Патăрьелти 2-мĕш шкула ертсе пыратăп. Иван Яковлев халалĕнче каланине асра тытса халăхшăн ĕçлеме тăрăшатăп.

Алина ИЛЬИНА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика