08 апреля 2022 г.
"Аталаннă экономикăпа хăтлă пурнăç хутлăхĕнче çынсене тата çемьесене пулăшу парасси патшалăхăн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ пулса тăрать"
(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çыруран)
Патăрьел ял тăрăхĕнче нумай ачаллă çемье сахал мар. Пиллĕк-мĕш пепкине алла илнисем вара тăхăр мăшăр: Тазетдиновсем, Васильевсем, Алякинсем, Еловсем, Кузьминсем, Маллинсем, Михайловсем, Сулагаевсем тата Ивановсем. Паянхи номерте вара виçĕмçул республикăри "Çулталăк çемйи - 2020" конкурс çĕнтерỹçи пулнă, районта иртекен тĕрлĕрен конкурс, ăмăрту хастарĕсемпе, пултаруллă мăшăрпа - Николай тата Ирина Ивановсемпе вулаканăмăрсене тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
Пысăк çемьен савăнăçĕ иксĕлми
Тепĕр чухне çынсенчен ача нумай чухне терчĕ те пысăк тенине илтме пулать. Ивановсем çакăнпа килĕшмеççĕ. Иринăпа Николай йышлă çемьен савăнăçĕ иксĕлми пулнине хавхалансах каласа параççĕ. Тĕрĕссипе, çакă вĕсемшĕн тĕлĕнмелле те мар, мĕншĕн тесен иккĕшĕ те сак тулли пепке хушшинче ỹснĕ. Пĕр варта выртнисем пĕрин - улттă, теприн - пиллĕк. Пĕр тăвансем кашниех çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă. Апла пулин те тăванлăх тымарĕ çирĕп те шанчăклă, çемьесем çĕршывăн тĕрекĕ пулнине туйса тăраççĕ.
Çемье мĕнле пуласси, ачасем епле çитĕнесси этемлĕхĕн черчен çурринчен нумай килет. Çапах та пурнăçра арçынна хисеплени те пĕлтерĕшлĕ. Кил-тĕрешре кашăк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть. Ăна çын çине кăларманни вара арăмĕпе упăшкинчен, пĕр-пĕрне ăнланса, ĕмĕр тăршшĕпех пĕрин шухăшне тепри итлесе пурăннинчен те килет. Шăпах çапла пурăнма тăрăшать те çак мăшăр
. Каччăпа хĕр пĕр-пĕрне ача чухнех пĕлнĕ. Иккĕшĕ те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. Спортсменсем пулнă, тĕрлĕ-рен ăмăртăва хутшăннă. Шăпах çакă вĕсен шăпине пĕрле явакланă та. Волейболла вылянă чухне паллашнă çамрăксем виçĕ çул хăйсен таса туйăмне тĕрĕсленĕ хыççăн çемье çавăрнă. Ирина ун чухне çамрăк, 18 çулта çеç пулнă. Çапах çак яваплăха хăй çине илме мехел çитернĕ çеç мар, каярахпа нумай ачаллă хисеплĕ амăшĕ пулса тăнă.
2010 çулта вĕсен çемйине пуçласа йыш хушăннă, Даниил çуралнă. Ун хыççăнах Тимофей çут тĕнчене килнĕ. 22 çул тултарсан çамрăк хĕрарăм виçĕ ача амăшĕ пулнă, Василиса чиперккене алла илнĕ. Каярах Ивановсем каллех савăнăçа пĕрле пайланă, çемьене тата икĕ хĕр пĕрчи хутшăнса пуянлатнă. Аннăпа Виктория пиччĕшĕсемпе аппăшĕшĕн юратнă йăмăксем пулса тăнă. 31 çулти çамрăк хĕрарăма пилĕк ача амăшĕ тесе те хаклаймăн. Тулли кĕлеткине пăхмасăрах вăр-вар та вашават, ачисене чун çывăхĕнчи мĕн пур ăшă хĕлхемне парнелеме, тивĕçлĕ воспитани пама, анлă тавра курăмлă тума тăрăшать. Паян килте декрет отпускĕнче лараканскер, кунĕпех вĕсемшĕн тăрмашать: пĕрне ача садне, теприсене шкула ăсатать, вĕсене кĕтсе илет. Çав вăхăтрах амăшĕн кил-çурта хăтлăх кỹмелле, апатне пĕçермелле. Ачисене хушма пĕлỹ парас тĕллевпе спорт секцийĕсене, ытти кружоксене те илсе çỹрет. Килти ĕçсемсĕр пуçне юратнă мăшăрĕпе Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра йĕркеленĕ "Çемье" клубĕн мероприятийĕсенче те хастарлăх кăтартаççĕ. Пултаруллă мăшăр кăçалхи Хĕрарăмсен уявне те пĕрлех хутшăннă. Çамрăк амăшĕ тĕрлĕрен тренингсене, професси специалисчĕсемпе йĕркелекен тĕл пулусене, уявсене яланах хапăл тăвать, ачаранах ỹкерме юратнăран социаллă сетьре хăй пек хастарсен ушкăнне ертсе пырать. Паян пилĕк ача çитĕнекен пысăк йышра куллен ĕç вĕресе тăрать темелле. Çакă, паллах, пĕтĕмпех çемьере юрату, килĕшỹ хуçаланнипе, пĕр-пĕрне хисепленипе пулса пырать. Тĕрĕссипе вара Иринăпа Николай иккĕшĕ те çỹпçипе хупăлчи тесен те йăнăш пулмĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹк- мест, ачисем те хăйсем пекех пултаруллă: юрра-ташша ăста, лайăх вĕренеççĕ, вăй-халне спортра туптаççĕ, дуатлонпа, ишессипе ăмăртусене хутшăнаççĕ, пушă вăхăта усăллă ирттерме, çĕршывшăн юрăхлă çын пулма тăрăшаççĕ.
"Нумай ача амăшĕ телей-и?"
Çак ыйтăва нумай ача амăшне памасăр чăтаймарăм. "Паллах. Турă парсан тата çуратма та хирĕç мар. Пиллĕкĕшĕ ỹснине улттăмĕш те ытлашши пулмĕ. Пысăк çемье - пирĕн мăнаçлăх. Манăн атте çар çынни пулнă. Шел, эпĕ ăна ас тумастăп... Унăн ăшшине туйса ỹсеймерĕм. Анне, Луиза Николаевна, пире пĕчченех ура çине тăратнăшăн, тивĕçлĕ воспитани панăшăн паянхи кун та ун умĕнче пуç таятпăр. Мăшăрăн ашшĕ-амăшĕ - Иван Николаевичпа Мария Васильевна та пирĕншĕн пысăк тĕрев",- терĕ Ирина Александровна. Сăмах май каласан, Ивановсен аслă ывăлĕ Даниил кукашшĕ çулĕпе кайнă, çар çынни пулма ĕмĕтленет, хальхи вăхăтра Хусанта кадет шкулĕнче вĕренет.
Ачасем - пурнăç чечекĕсем теççĕ. Пурнăçра вĕсене кун çути пани çеç çителĕксĕр. Шăпăрлансем кашнийĕ ăрасна: характерпа та, аталанупа та, ăс-тăнпа та... Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн вĕсемпе кашнийĕнпе уйрăмшарăн ĕçлеме тивет. Унсăрăн çитĕнỹ кураймăн. Каникулта е канмалли кунсенче ачасем кĕнеке вулама, сăрлама кăмăллаççĕ. Çуллахи вăхăтра çемьепе пахчара тăрмашасси те йăлана кĕнĕ. Амăшне апат пĕçерме те, çинĕ хыççăн савăт-сапа çума та пулăшакан пулнă аслисем. Вĕсен çемйинче çĕрулмине те пĕччен çеç шуратмаççĕ. Пурте пĕрле ларса пĕр витре тасатаççĕ те тутлă шỹрпе, шаркку пĕçереççĕ. Кукăль е пельмень хатĕрленĕ чухне те пĕчĕк пулăшакансем туххăмрах кăкăр умне поварсем пекех саппун çакса яраççĕ. Ивановсем пĕрле ĕçлеме, сĕтел хушшинче те йышпа апат ларса çиме хăнăхса ỹсеççĕ .
Çемьен юратнă уявĕсем сахал мар. Чăн малтанах кашнийĕн менельникĕ. Çĕнĕ çулпа Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, Амăшĕн, Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсен, Ачасене хỹтĕле- мелли кунĕсенче çак ятпа тутлă апат-çимĕç пĕçереççĕ, ачасем хăйсем ăсталанă парнисемпе савăнтараççĕ, сăвăсем калаççĕ, юрлаççĕ, сăн ỹкерттереççĕ... Урăхла каласан, чăн-чăн концерт! Çемье савăнăçне çапла пĕрле пайлаççĕ.
- Ачасемпе пĕрле эпĕ хама кашнийĕнпех вĕсен çулĕнчи пек туятăп. Çавăн пек пулсан хама та çăмăл. Вĕсемпе питĕ çывăхланма, ăнланма тăрăшатăп. Туслă, пĕр шухăшлă пулас тĕллевпе эпир çемьепе тăтăшах çулла вăрмана çырла татма, кỹлĕ хĕррине пулă тытма çỹретпĕр. Тĕрĕссипе, эпĕ хам та ачаранах вăлтапа туслă. Кайран шỹрпе пĕçеретпĕр. Манăн мăшăрăм питĕ ырă кăмăллă, ĕçчен, çынна ăнланма тăрăшакан çын. Арçын ачасем ытларах ун çумĕнче ĕçлеме хăнăхса пыраççĕ. Арçынна мăлатук-пуртă тытма пĕлни ĕмĕр тăршшĕпех кирлĕ-çке. Коля ачасемпе сувенирсем, арт-объектсем ăсталама кăмăллать. Ман шутпа, çемье вăл - мăшăрпа ачасем çеç мар, аслашшĕ-асламăшĕ, кукамăшĕ те. Вĕсем пирĕншĕн пысăк тĕрев, ырă тĕслĕх,- хăйсен çемйи пирки кăмăлтан паллаштарчĕ Ирина.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)