29 марта 2022 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5 класра вĕренекенсемпе чăваш чĕлхи урокĕнче "Сывлăх - чи хаклă пуянлăх" темăпа класс сехечĕ иртрĕ. Чăн малтан ачасем çак каларăш пĕлтерĕшне хăйсем мĕнле ăнланнине каласа пачĕç. Вĕсем пирус туртни, эрех-сăрапа иртĕхни сывлăхшăн питĕ сиенлĕ пулнине палăртрĕç.
Пирĕн хамăр сывлăха хамăрăнах упрамалла тата çирĕплетсе пымалла. Вăхăтра тĕрĕс апатланмалла, канмалла, уçă сывлăшра çỹремелле, ытларах хускалмалла.
Юлашкинчен "Сывлăх - хаклă пуянлăх" темăпа йĕркеленĕ презентацие тимлĕн пăхрĕç. Ачасем "Сывлăхшăн таса чунлă пулни питĕ кирлĕ" тесе пĕтĕмлетỹ турĕç.
В.ФЕДОРОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)