Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çамрăксенче - ăсталăх, пултарулăх, малашлăх

25 февраля 2022 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем çакнашкал чыса çулленех темиçешер ача тивĕçеççĕ. Ăнтăлуллă хĕрсемпе каччăсен пултарулăхне вырăна хурса хаклани савăнтаратех ĕнтĕ.

Акă, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ, пĕрремĕш вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Игорь Иванов обществознани, предмечĕпе, физика-математика çĕнĕлĕхĕсемпе, спортпа интересленет. Уроксем хыççăн çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, шывра ишекенсен секцийĕсене çỹрет. Ку енĕпе унăн республика, район шайĕнчи ăмăртусенче илнĕ Хисеп хучĕсем те сахал мар.

Çарпа патриот клубĕн членĕ Игорь. Федерацин Атăлçи округĕн лагерĕнче те пулнăччĕ тус-юлташĕпе. "Визитка" конкурсра отделенипе виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Волейбол турнирĕнче палăрнăччĕ.

 Баскетболла, волейболла шкул командипе пĕрремĕш вырăна йышăнаççĕ. СССР спорт мастерĕн А.Ундеровăн парнисене çĕнсе илессишĕн пынă йăлана кĕнĕ ăмăртура малта пулчĕ.

Регионта иртнĕ "Ăшă салам кăшăлĕ" конкурсра призер пулчĕ тата ытти те.

 Хăйĕнчен тата юлташĕсенчен çирĕп ыйтма пултарать Игорь. Ĕçчен те уçă кăмăллăскер кирек кама та пулăшма хатĕр. Аслисем каланине яланах тимлесе итлет.

Сăкăт хĕрĕ Юлия Муллина. Тирпейлĕ, тăрăшуллă пулнăран "5" паллăсемпе çеç вĕренет. Уйрăмах чăваш тата вырăс чĕлхипе литературине, географие кăмăллать. Тĕрлĕ предметпа шкулти, районти олимпиадăсене хутшăнать. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче вырăс тата чăваш чĕлхисемпе ирттернĕ регион, тĕнче шайĕнчи олимпиадăсенче призер пулчĕ. Республикăри ялсенчи çамрăк математиксен турнирĕнче вăл хутшăннă команда çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕ. "Тĕрĕс çыр тата калаç" турăшура мала тухрĕ. Интеллектуаллă вăйĕсен фестивалĕнче диплом илчĕ. "Юратнă тăван ен" видеороликсен республикăри конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. "Камсем вĕсем - вăрçă ветеранĕсем е пенсионерсем?" сочиненисен конкурсĕнче малта пулчĕ.

Юля класс, шкул, район пурнăçне хастар хутшăнать. "Телешкул" кружокне çỹрет. Вĕсен ĕçне район администрацийĕн сайтĕнче, социаллă сетьсенче те курма пулать. Сывă пурнăç йĕркине мала хурать. Спортпа питĕтуслă.

Даниил Галкин та çỹлерех асăннă шкулта пĕрремĕш класранпах пĕлỹ пухать. Вĕренỹ программипе паракан материала алла илсе пырать. Ачасем ăна хисеплеççĕ. Коллективра авторитечĕ пур унăн. Мал ĕмĕтлĕскер, сăмаха шутламасăр калаçмасть.

Спортпа туслă Даниил. Тивĕçлĕ воспитани илсе ỹснĕрен юлташĕсене итлеме, вĕсен шухăшне вырăна хума пĕлет. Хăйне кирек ăçта та шанчăклă тытать.

 11 класра пĕлỹ пухакан Елена Краснова пур предметпа та "5" паллăсемпе çеç вĕренет. Хăй тĕллĕн ĕçлеме те пултарать. Тавра курăмĕ анлă Ленăн. Кружок тата факультатив занятийĕсене кăмăлтан çỹрет. Вĕрентекене тимлĕ итлесе ларса асра тытса юлать. Проектсем хатĕрлесе район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Юлашки çулсенчи кăтартусене çеç илер акă: ОБЖ, физкультура предмечĕсемпе регионти олимпиадăсенче, "EXCELSIOR - 2020" конференци-фести- вальте призер пулчĕ. Пĕтĕм Раççейри "Çемье смени - юратнă çынсем. Çывăххисем" конкурсра çĕнтерчĕ. "Пысăк тăхтав" конкурсра çурма финала тухрĕ.

Çамрăк армеецсен уйрăмĕн командирĕ вăл. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенчи кăтартăвĕсем пысăк. Чăваш Респаубликин пĕрлештернĕ командипе Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ" çар эстафетинче пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенче "Командир малта пырать" конкурсра пĕрремĕш пулнăччĕ.

Çăмăл атлетикăра палăрнă хĕр. 400, 100 метр чупассипе республика чемпионĕ. Шывра ишессипе кăтартуллă. Ку енĕпе "Артекра" та пултарулăхне пĕр хутчен çеç мар çирĕплетнĕ.

 ГТОн ылтăн палли пур Ленăн. Полиатлонпа спорт мастерĕн кандидачĕ Вăл. 2019-2020 вĕренỹ çулĕнче шкулта "Çулталăк спортсменĕ" ята тивĕçнĕ.

Пуçаруллă, пултаруллă, ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ хĕр стипендиат пулма тивĕçлех. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕ те пур унăн.

Кирек хăш стипендиата илес пулсан та юлташĕсемшĕн тĕслĕхлĕ вĕсем. Çакнашкал чыса тивĕçни çамрăксене хăйсене те хавхалантарать. Вĕрентекенсен тỹпи те пур вĕсен çитĕнĕвĕсенче. Çитĕнекен ăрупа ашшĕ-амăшĕн те савăнмаллах.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика